19 февраля 2014 г.
Чăваш Республикинче «Тÿлекенĕн харпăр хăй кабинечĕпе» 4 пине яхăн организаципе предприниматель çăмăллăнах усă курать. Пурĕ 16,5 пин ыйту çырнă. Пĕлтĕр РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри управленийĕ пилотлă проекта хутшăннăран çынсене харпăр хăй кабинечĕпе çăмăллăнах усă курма майсем туса панă.
Пенси фончĕн сайтĕнчи «Тÿлекенĕн харпăр хăй кабинечĕпе» кашни страхлакан усă курма пултарать. Унта ĕç паракансемпе предпринимательсем тÿлевсене, кварталти отчетсене тĕрĕслеме, танлаштарма пултараççĕ.
Кабинетпа усă курма пуçлас кăмăллисен Пенси фончĕн управленине пымалла, заявлени çырмалла е электрон майпа документсем тăратас енĕпе килĕшÿ çырнă пулсассăн регистрациленме Интернет урлă заявка пани те çителĕклĕ.
Источник: "Каçал Ен"