19 февраля 2014 г.
«Литературăллă Чăваш Ен: чи вуланакан кĕнеке» конкурса хутшăнса Комсомольскинчи ача-пăча библиотекинче кĕçĕн çулхи ачасемпе Светлана Гордеева çырнă «Хаваслă карусель» кĕнеке тăрăх çул çÿрев ирттертĕмĕр.
Ачасем библиотекарьсем ятарласа туса хатĕрленĕ карусель çине ларса тухсан, вĕсене С.Гордеева ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштартăмăр. Ун хыççăн ачасем «Хаваслă карусельти» сăвăсене тăрăшса, хавхаланса вуларĕç. Çав кĕнекеренех «Кам» тата «Кивĕ пушмак» сăввисемпе инсценировка лартрĕç. Ачасем авторăн ытти кĕнекисемпе те паллашрĕç.
Поэт хăйĕн сăввисенче ачасене хăюллă, хастар пулма, аслисене, ашшĕ-амăшне хисеплеме вĕрентет. Ахаль мар ĕнтĕ вăл Санкт-Петербургра пĕтĕм Раççейри «Пегасик — 2011» конкурсра пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ.
Ачасем мероприяти хыççăн вулама кĕнекесем илчĕç, библиотекăна татах килме шантарчĕç.
В.МАРТЫНОВА
Источник: "Каçал Ен"