АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр пушă — пулмĕ усă

15 февраля 2014 г.

Агропромышленноç ыйтăвĕсемпе, апат-çимĕç рынокĕн лару-тăрăвне тишкерес, унта пулса иртекен улшăнусене çийĕнчех хак парас тĕлĕшпе ĕçлекен правительство комиссийĕн тата ЧР Ял хуçалăх министерствин коллегийĕн пĕрлехи анлă ларăвĕнче çур аки ирттерессипе çыхăннă ыйтăва тĕплĕн сÿтсе явнă.

Нарăсăн 5-мĕшĕ тĕлне тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхне хывмалли плана республикипе — 96 процент, Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Канаш, Комсомольски, Муркаш, Шăмăршă, Етĕрне, Елчĕк, Тăвай районĕсенче 100 процент тултарнă.

Республикăн агрохимслужби пĕлтернĕ тăрăх — çур аки ирттерме 20 пин тонна минерал удобренийĕ кирлĕ, 3,4 пин тонна (17 процент) çеç илсе килнĕ. Ăна хатĕрлессипе иртнĕ çулсенчи пекех Вăрнар, Комсомольски, Елчĕк, Патăрьел районĕсенчи хуçалăхсем хастар. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика