12 февраля 2014 г.
Кăçал майăн 27—30-мĕшĕсенче Раççейре туса кăларакан чи лайăх таварсене, технологисемпе пулăшусене çул памалли Наци программипе килĕшÿллĕн Мускаври выставка центрĕнче Пĕтĕм тĕнчери «Всероссийская Марка (III тысячелетие). Знак качества ХХI века» выставка (конкурс) иртет. Унта Чăваш Ен промышленноç предприятийĕсем те хăйсен продукцийĕсене тăратĕç.
Условисем тăрăх, ют çĕр- шыв капиталĕпе усă курса Раççейре продукци туса кăларакан предприятисем, организацисем конкурса хутшăнма пултараççĕ. Чи лайăххисем ХХI ĕмĕрĕн Ылтăн, Кĕмĕл тата Пăхăр пахалăх паллисене тивĕçĕç.
Ылтăн пахалăх паллисене тивĕçекенсем вара Платина пахалăх паллисене çĕнсе илессишĕн кĕрешĕç. Палăртмалла, чи пысăк пахалăх паллисене çĕнсе илекенсем «Пысăк пахалăхлă предприяти» паспорт илме те пултарĕç.
Выставкăна (конкурса) хутшăнакансен хăйсен ертÿçисен кандидатурисене «Наци мухтавĕ» ордена илме тăратма та май пур.
М.ИВАНОВА.
Источник: "Каçал Ен"