12 февраля 2014 г.
Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен «Раççейĕн хисеплĕ донорĕ» («СССР хисеплĕ донорĕ») паллăсене тивĕçнисене паракан укçа виçи 11 728 тенкĕпе танлашĕ (2013 çулхи раштавăн 2-мĕшĕнчи 349 №-лĕ «2014 çулхи федераци бюджечĕ тата планпа пăхнă 2015 тата 2016 çулсенчи тапхăр çинчен» федераци саккунĕпе).
Паянхи кун пирĕн районта 18 хисеплĕ донор пурăнать. Сăмах май, çак хисеплĕ ята 40 хутчен юн е юн плазмине 60 хутчен парсан тивĕçеççĕ. Сăваплă ĕçе 18 çул тултарнă, инфекци чирĕпе чирлемен, сывлăх енчен юн пама чăрмав çук çынсем хутшăнма пултараççĕ.
Республикăра нарăсăн 10—14-мĕшĕсенче («юратакансен эрнинче»), Юратакансен кунне халалласа «Юн кирлĕ çынсене юрату тумламне парнеле» девизпа Донор кунĕсем ирттереççĕ. Ăна Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви Раççей Федерацин медицинăпа биологи агентствин юн службипе пĕрле йĕркелеççĕ.
Акцин тĕп тĕллевĕ — донорсен шутне ÿстересси
Источник: "Каçал Ен"