12 февраля 2014 г.
Туристсем хăйсене Чăваш Енре хăтлă туйăччăр, татах таврăнас кăмăллă пулччăр тесе республикăра «Этническая Чувашия» туризм кластерĕн проектне пурнăçа кĕртме пуçлаççĕ. 2013—2017 çулсенче «Ясна» этноэкологи комплексĕн (Шупашкар районĕ) тата «Амазония» этнокомплексĕн ( «Шупашкар: 500 çул» культурăпа кану паркĕ) строительствипе ĕçлемелле.
Кластер объекчĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ — 7680,2 млн тенкĕ, çав шутра 2055,9 млн тенкĕ инфратытăмпа çыхăннă объектсене çĕклеме кайĕ, ытти — туризм объек-чĕсем валли. 2014 çул валли федераци бюджетĕнчен 59,6 млн тенкĕ уйăрнă. Çитес çул тата 69 млн тенкĕ уйăрма палăртнă.
Источник: "Каçал Ен"