12 февраля 2014 г.
Тăванăмăрсем, атьăр Олимпиадăна хутшăнакан Раççей спортсменĕсене вăй кÿрес, пулăшас тĕллевпе хамăрăн чăваш Улыпиадине ирттерер! Пĕр енчен — эпир Олимпиадăна хутшăнакансемпе пĕр шухăшлă пулнине кăтартăпăр. Олимп юхăмĕ, хăйĕн ырă тĕслĕхĕпе хавхалантарса, Çĕр чăмăрĕ çинче пурăнакансене пурне те савăнăç кÿрет-çке! Тепĕр енчен — хамăр сывлăхшăн усăллă ĕç тăвăпăр, ача-пăчана та сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарăпăр. Улыпиада ирттерме укçа-тенкĕ те кирлĕ мар, хавхалану çеç пултăр.
Çитес шăмат кун, нарăсăн (февралĕн) 15-мĕшĕнче Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрваш ялĕнче «Улыпиада» ятпа спорт уявĕ иртмелле. Чăваш наци конгресĕпе Чăваш наци телерадиокомпанийĕ сире пурне те 11 сехетре, «Улыпиада» уçăлнă самантра, пĕр сехетлĕх те пулин вăхăт тупса урама тухма чĕнеççĕ.
Кам çунашкапа, кам йĕлтĕрпе, кам конькипе, кам таканккапа, кам юр чăмаккипе перкелешме çеç тухĕ — уйрăмлăхĕ çук. Чи кирли — çак самантра эпир пурте — Улăп йăхĕнчен тухнă пĕтĕм чăваш! — сывă пурнăç йĕркишĕн кар тăрăпăр, хамăр çĕр-шыв спортсменĕсемпе пĕрле пулнине уççăн палăртăпăр!
Сăн ÿкерчĕксемпе видео ÿкерчĕксене Конгресăн электрон адресĕпе (congress21@mail.ru) ярса е хăвăр тĕллĕн Конгресс çуртне (Шупашкар хули, Воробьев композиторсен урамĕ, 10) кĕртсе пама пултаратăр, кайран вара вĕсене Чăваш наци телевиденийĕпе кăтартăпăр.
Атьăр пурте чăваш Улыпиадине!
Николай УГАСЛОВ.
Источник: "Каçал Ен"