АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Хире тухсан юрлас килет», —

12 февраля 2014 г.

çапла калать сортсем сăнакан Нĕркеçри станцин механизаторĕ Петр Индюков. Уйра Петр Иванович юрланине илтме тÿр килмен мана, ун ĕçĕ юрă пек шăранса пынине, ăнăçлă пулнине вара иртнĕ кунсенче район çыннисем те ĕненме пултарчĕç. Январĕн 31-мĕшĕнче ăна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов Россия Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Тав хутне парса чысларĕ.

Чăннипех те пысăк та сумлă наградăна П.Индюков хĕрÿ те тарлă ĕçре чылай çул тăрăшнăшăн тивĕçнĕ. Механизатор ĕçне ачаранах килĕштернĕ Петя, çавăнпа шкул пĕтернĕ-пĕтерменех машинăпа трактор паркне ĕçе вырнаçнă. Çара кайса килни те унăн кăмăлне улăштарайман, ыттисем пек, хулана çул тытман ĕнерхи салтак, тăван çĕр çинчех вăй хума пуçланă. Вăтăр çула яхăн «хурçă утпа» ĕçлет Петр Иванович. Çулсеренех çур акинчен пуçлать те кĕрхи çĕртме пĕтмесĕр те уйран пушанса кĕреймест ĕçчен ар çын: хирсене сухалать, сÿрелет, тĕрлĕ культурăсене акать-лартать, кăпкалатать, вăхăт çитсен кăларать... Яланах тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн, пур ĕçе те тĕплĕ пурнăçланăшăн ăна сортсем сăнакан станци ертÿлĕхĕ те мухтать. Ĕçтешĕсене те сĕнÿ-канаш пама ÿркенмест П.Индюков.

Ялта пурăнакансене пулăшма та яланах тарават ĕçчен механизатор. Кил-тĕрĕшре тем те турттарса килмелле, пахчапа ят çĕр пайĕсене çулсеренех сухаласа-акса хăвармалла-çке. Кирек хăçан та итленĕшĕн, ÿркенсе тăманшăн хисеплет, тав тăвать ăна ял-йыш.

Петр мăшăрĕпе Ларисăпа, вăл почтальон, икĕ хĕр ÿстерет. Çемьере яланах килĕшÿ хуçаланать, çавăнпа кирек мĕнле ĕç те ÿсĕнсе пырать çак килте.

Л.ШУРЯШКИНА. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика