05 февраля 2014 г.
Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх, 2013 çулхи раштав вĕçĕнче республикăри мĕн пур хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 195 пин те 400 пуç пулнă. Ку, унчченхи çулпа танлаштарсан, 5,9 процент сахалрах. Сысна шучĕ уйрăмах чакнине палăртмалла: вĕсен йышĕ халĕ Чăваш Енре 167 пин пуç. Ку, 2012 çул вĕçĕпе пăхсан, 17,9 процент сахалрах.
Темиçе çул ĕнтĕ Чăваш Енре хăй çине алă хуракан йышлăччĕ. Çак статистика пĕлтĕр лайăхланнă. 2012 çулта пурнăçран хăйĕн ирĕкĕпе 339 çын уйрăлнă, иртнĕ çулталăкра вара — 167-ĕн. Çак вăхăтрах çын вĕлерекен нумайланнă. 2012 çулта кунашкал 79 тĕслĕх пулнă тăк, пĕлтĕр — 85. 2013 çулта пĕтĕмпе Чăваш Енре 16406 çын вилнĕ. Ку, унчченхи çулпа танлаштарсан, 1,2 процент сахалрах. Вĕсенчен пысăк пайĕ — 6785 çын — юн çаврăнăшĕн тытăмĕ йĕркерен тухнипе пурнăçран уйрăлнă.
Источник: "Каçал Ен"