АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи хисеплине палăртмалла

08 февраля 2014 г.

«Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ» ят — Чăваш Енĕн чи пысăк патшалăх награди. 1996 çултанпа çак наградăна культурăра, обществăлла тата ыр кăмăллăх ĕçĕсенче палăрнă, республика аталанăвне пысăк витĕм кÿнĕ, Раççейре тата ют çĕр-шывсенче республика ятне çÿле çĕкленĕ 6 çынна парса чысланă.

Тĕнче уçлăхне парăнтарнă ентеше, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче çуралнă Андриян Григорьевич Николаева (1929 — 2004 çç.), педагогика ăслăлăхĕсен докторне, Раççей вĕренÿ академийĕн академикне, Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкре çуралнă Геннадий Никандрович Волкова (1927 — 2010 çç.) «Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ» ятпа 1997 çулта чысланă. РФ культура тата ял хуçалăх тава тивĕçлĕ ĕçченне Аркадий Павлович Айдака (1937 — 2012 çç.) 2012 çулта хисеплĕ ят панă. Вера Кузьминична Кузьминана «ЧР хисеплĕ гражданинĕ» ятпа 2003 çулта чысланă. СССР халăх артисчĕ, 1947 çултанпа К.В.Иванов ячĕллĕ чăваш академи драма театрĕнче вылять. Çак вăхăтра спектакльсенчи вун-вун роле калăпланă вăл.

Чăваш Республикин Президенчĕ пулнă, паянхи кун РФ ял хуçалăх министрĕ пулса ĕçлекен Николай Васильевич Федоров хисеплĕ ята 2003 çулта тивĕçнĕ.

Варнава митрополита (Владимир Викторович Кедров) хисеплĕ ятпа 2010 çулта чысланă. Чăваш Енĕн митрополи пуçлăхĕ вăл. Епархие 30 çула яхăн ертсе пынă вăхăтра 7 мăнастире, 20 прихута çĕнетсе хута янă, Шупашкарти духовнăй училище çĕнĕрен ĕçлеме пуçланă.

Кăçал республика влаçĕсем пуçласа хисеплĕ ятсем памалли кандидатсен списокне уçă хăварма йышăннă. Кăмăл пуррисен kadr3@cap.ru электрон адрес çине заявка ямалла. Заявкăра кандидат хушамачĕ, ячĕ, ашшĕ ячĕ, ĕç тата обществăлла ĕçе хутшăннине ĕнентерекен хутсем, пĕлтерĕшлĕ тава тивĕçлĕ ĕçсем, РФ тата ЧР патшалăх наградисем пуррине кăтартмалла.

 

А.АНТОНОВА хатĕрленĕ. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика