АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Марк Шмулевич — Чăваш Енре

08 февраля 2014 г.

Февралĕн 5-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн çыхăну тата массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ Марк Шмулевич ЧР Пуçлăхĕпе тĕл пулнă. Вĕсем информаци технологийĕсен отраслĕн çитменлĕхĕсемпе аталанăвне сÿтсе явнă.

Марк Шмулевич çак кунсенче çеç çыхăну отрасльне реформăлас пирки саккуна алă пусни çинчен пĕлтернĕ. «Документпа килĕшÿллĕн 250—10 пин çын пурăнакан яллă вырăнсенче волоконлă оптика сечĕ пулмалла. Çакă çыхăну отраслĕн республикăри инфраструктурине çеç мар, çĕр-шыврине те аталантарма май парĕ. Телекоммуникациллĕ инфраструктурăсăр инновациллĕ аталанма çук, çыхăну пире çул пекех кирлĕ», — палăртнă министр çумĕ.

Михаил Игнатьев асăннă саккуна йышăнни çав тери пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. Çыхăну сечĕсен виçĕ компанийĕ — МТС, Вымпелком, Мегафон — Чăваш Енĕн 98 процентне çыхăнупа тивĕçтерет. Республикăра нумай функциллĕ центрсем хута янăран, кунта пурăнакансем патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсемпе çăмăллăнах усă кураççĕ.

Марк Шмулевич тĕл пулура Михаил Игнатьева çыхăну отрасльне аталантармалли стратегие панă, унта малашне регионсемпе, вĕренÿ учрежденийĕсемпе, компанисемпе пилот программисемпе килĕшÿллĕн пурнăçламалли тĕп самантсене палăртса хăварнă.  

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика