08 февраля 2014 г.
Районти ял хуçалăх кооперативĕсемпе предприятийĕсенче ĕçлекенсем тăрăшуллă пулнине цифрăсемпе фактсем çирĕплетеççĕ. Çулсеренех тупăш ÿснине, выльăх-чĕрлĕх йышланнине, çĕнĕ фермер хуçалăхĕсем ĕçлеме пуçланине палăртма кăмăллă. Юлашки вăхăтра вара районта çĕнĕ йышши фермăсем пĕрин хыççăн тепри хута кайрĕç. Иртнĕ çул районти ял хуçалăхĕнче еплерех улшăнусем пулса иртнине район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Ильдус Хадзятович Миннетуллин каласа пачĕ.
— 2013 çула агропромышленноç комплексĕнче вăй хуракансем çанталăк условийĕсене пăхмасăрах япăх мар вĕçлерĕç. Ял çыннисен çанталăк кăларса тăратнă кăткăслăхсене парăнтарма тиврĕ. Типĕ çанталăка пула ял хуçалăх культурисен 4354 гектарĕ пĕтрĕ. Кĕрхи çумăр вăраха кайнипе çитĕнтернĕ тыр-пула вăхăтра пуçтарса кĕртеймен. 2012 çулхипе танлаштарсан вăтамран 6100 тонна тĕш-тырă культурисене çухатрăмăр. Уйрăмах çĕр улми хирĕсем пысăк тăкак кÿчĕç. Виçĕм çулхипе танлаштарсан «иккĕмĕш çăкăра» 10422 тонна пуçтарса кĕртеймен. Çакă, паллах, пĕтĕмĕшле пурлăх калăпăшĕнче витĕмлĕн сисĕнчĕ. Тыр-пула килограмне 7 тенкĕпе, çĕр улмине 8 тенкĕпе сутма май пулнине шута илсессĕн те тăкак 126 миллион тенкĕ патне пырса çапать. Ку вара ял хуçалăхĕшĕн сахал мар.
Мĕн пурĕ 22845 тонна тырă пухса илнĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе кооперативĕсем пурĕ 21985 тонна çĕр улми пуçтарса кĕртнĕ.
Выльăх-чĕрлĕх йышĕ 2012 çултипе танлаштарсан пысăкрах. Хуçалăхсенче курăмлă тупăш кÿрекенни сăвакан ĕнесем пулнăран, вĕсен шучĕ ÿснĕ. Çакă çĕнĕ фермăсем хута янипе те çыхăннă. Хуçалăхсем пушмак пăру та чылай туяннă. Анчах та юлашки вăхăтра районта сыснасен шучĕ палăрмаллах чакнă. Паянхи кун тĕлне вĕсен йышĕ 1339 пуç çеç.
«АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ тухăçлă ĕçленĕрен районта инвестициллĕ 3 проекта ĕçе кĕртсе, «Искра» колхозра, А.В.Алякинăн, Г.В.Атласкинăн фермер хуçалăхĕсенче 200-шер пуç ĕне тытмалли сĕт-çу фермисене хута янă. Проектсен пĕтĕмĕшле хакĕ — 74 миллион тенкĕ.
Пĕлтĕрхи çĕнĕлĕхсен шутĕнче — «Золотой колос» ООО-ра 200 пуç ĕне тымалли сĕт-çу фермине реконструкцилесе хута яни. Çавăн пекех «Çемье фермисем» проектпа килĕшÿллĕн Ф.Г.Хайртдинов фермер 5 миллион грант выляса илсе 200 пуç ĕне валли ферма тума пикеннĕ. Тукай Мишер ялĕнчи Ибрагимовсем сурăх ферми тума вăй çитернĕ, паллах, патшалăх пулăшăвĕсĕр мар.
Пĕтĕмĕшле илес пулсассăн, районти 2 фермера, тин çеç ĕç пуçлакан 6 ĕçчене грантсем парса хавхалантарнă. Юлашки икĕ çула илсен, патшалăх пулăшăвĕ 19 миллион тенкĕпе танлашать.
Кăçал та ял хуçалăхĕнче пĕлтерĕшлĕ ĕçсем пурнăçлама палăртнă. «Дружба» ЯХПК-ра, «Сюрбеево» ООО-ра 200-шер пуç ĕне тытмалли фермăсене, «Луч» ял хуçалăх кооперативĕнче пăру витине реконструкцилесшĕн. Каçал тăрăхĕнче маттур çынсем пурăннăран, палăртнă ĕçсене вăхăтра пурнăçласси иккĕлентермест.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"