АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккунсăр упранакан хĕç-пăшалшăн — укçа

01 февраля 2014 г.

2011 çулхи нарăсăн 7-мĕшĕнчи «Полици çинчен» федераллă саккунпа килĕшÿллĕн граждансенче саккунсăр майпа упранакан хĕç-пăшал хуçисен ирĕкĕпе пухассине йĕркелес ĕçе шалти ĕçсен органĕсене шаннă.

Хĕç-пăшалăн саккунсăр çаврăнăшне пÿлессинчи чи эффективлă мелсенчен пĕри вăл — уйрăм çынсене хăйсен килĕсенче саккунсăр упракан хĕç-пăшала, сирпĕнекен тата çурăлакан япаласемлĕ тытăмсене, хĕç-пăшала комплектлакан тата ытти хăш-пĕр пайĕсене право органĕсене тÿлевлĕ майпа килсе памалла туса хуни.

Паянхи кун Комсомольски тата Елчĕк районĕсенче пурăнакан 568 çыннăн пăшал пур. Вĕсенче 690 единица хĕç-пăшал шутланать. Уйрăммăн палăртсассăн, район территорийĕнче 286 çынра 359 хĕç-пăшал тимĕр сейфсенче упранать. Эпир рейдсем, операцисем вăхăтĕнче участок уполномоченнăйĕсемпе çав çынсем хĕç-пăшала тата ытти боеприпассене мĕнле упранине тĕрĕслетпĕр. Саккуна пăснă тĕслĕхсем тупсан предписанисемпе представленисем çыратпăр.

2013 çулта Комсомольски тата Елчĕк районĕсенче пурăнакансенчен 2-ĕн хĕç-пăшал, çавăн чухлех çын патронсем (саккунсăр майпа упраннисене) районти шалти ĕçсен пайне килсе панă. Вĕсене уншăн укçа тÿленĕ.

Асăрхаттаратпăр: уйрăм çынсен аллине лекнĕ хĕç-пăшала, боеприпассене, сирпĕнекен япаласене тата ытти çар хатĕр-хĕтĕрне хăйсен ирĕкĕпе килсе паракансене, Раççей Федерацийĕн Уголовлă кодексĕн 222 статйипе килĕшÿллĕн, уголовлă яваплăх тытассинчен хăтараççĕ.

Енчен те сирĕн килте вăрттăн пытарса упракан çар хатĕрĕсем пулсан, нумай шухăшласа ан тăрăр, шалти ĕçсен пайне леçме васкăр. Ку эсир тунă чи тĕрĕс утăм пулĕ, вĕсене илсе юлакансем сирĕн ĕçе вăрттăнлăхра тытĕç тата хĕç-пăшала килсе панăшăн укçа-тенкĕ парса хавхалантарĕç.

Енчен те камăн та пулин килĕнче саккунсăр хĕç-пăшал е патронсем упраннине пĕлсессĕн — 02 телефонпа шăнкăравлама ыйтатпăр.

 

Л.НИКИФОРОВА 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика