01 февраля 2014 г.
Кашни çулах пирĕн республикăра Наци библиотеки çулталăк кĕнекисене палăртма «Литературăллă Чăваш Ен» конкурс ирттерет.
Акă, кăçалхи кăрлачăн 17-мĕшĕнчен 2012 çулта тухнă кĕнекесен конкурсĕ пуçланчĕ. Вăл ака уйăхĕн 5-мĕшĕччен пырать. Унăн тĕллевĕ — çынсене кĕнекепе çывăхрах туслаштарасси, вулани культурăлăхăн чи кирлĕ пайĕ пулса тăнине палăртасси тата ытти те.
Конкурса хутшăннă кĕнекесенчен чи нумай вулаканнине тупса палăртма çынсен сĕнĕвĕсене шута илеççĕ.
Çапла вара «Чăваш кĕнеки» номинацире проза жанрĕпе çырнă чи лайăх вуланакан кĕнекене палăртаççĕ. «Ача-пăча тĕнчи» номинацире вара — чи лайăх вуланакан ача-пăча кĕнекине.
«Книжная столица» номинацире акци-конкурс ирттерес тĕлĕшпе чи лайăх мероприяти йĕркеленĕ район палăрĕ.
«Лидер чтения» номинацире чи лайăх вулакана виçĕ ÿсĕмпе — 7—14, 15—22, 22 çултан аслăраххисем — палăртĕç.
«Лучший буктрейлер» номинацире çĕнтерÿçĕ ята кĕнекесем тăрăх чи лайăх видеоролик-миниатюра хатĕрлекен тивĕçĕ.
Районти библиотекăсенче тăрăшакансем конкурсра çĕнтернĕ кĕнекесемпе выставкăсем йĕркелĕç, диспутсем ирттерĕç. Çавăн пекех кĕнеке авторĕсемпе те тĕл пулĕç.
«Литературăллă Чăваш Ен» конкурса хутшăнакан кĕнекесем хушшинче пирĕн ентешĕн Г.А. Уткинăн «Тĕнче тĕрлĕ» (статьясем, очерксем, тĕрленчĕксем) кĕнеки, С.Д.Гордееван шкул çулчченхи ачасем валли çырнă «Хаваслă карусель», Улькка Эльменĕн «Упраймарăм сана» романĕ, А.Ф.Юманăн «Пурнăç кукрашкисем» калавĕсем, аса илĕвĕсем, повеçĕсем тата ытти кĕнекесем пур.
Хисеплĕ вулакансем! Эсир конкурса хутшăннă чи лайăх кĕнекесене палăртасса шанатпăр. Хăвăрăн шухăш-кăмăлăра районти тата ялсенчи библиотекăсем урлă пĕлтерме пултаратăр.
2012 çулта кун çути курнă кĕнекесем республикăри библиотекăсенче те пур.
Конкурса пĕтĕмлетнĕ чухне вулакан миçе кĕнеке вуласа тухни çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ.
А.ВОЛКОВА
Источник: "Каçал Ен"