01 февраля 2014 г.
Февралĕн 5-мĕшĕнче Шупашкар хулинче Раççей аталану институчĕн паллă эксперчĕсемпе инвесторĕсен, Чăваш Республикинчи инноваци проекчĕсем хатĕрлекенсен тата стартап-командăсен тĕл пулăвĕ иртет. Ăна Раççейри чи паллă та анлă «Russian StartUp Tour» роуд-шоу проектпа килĕшÿллĕн, перспективлă та инновациллĕ проектсене тупса палăртас тата пысăк технологиллĕ сферăра проектсене ĕçе кĕртес енĕпе вăй илсе пыракан стартап-командăсене аталантарас тĕлĕшпе йĕркелеççĕ.
«Russian StartUp Tour» йĕркелÿçисем — «Сколково», Çамрăксен ĕçĕсемпе ĕçлекен федераци, «Уçă инноваци» фондсем, Сколковăри наукăпа технологи институчĕ, «Сколково» интеллектуаллă харпăрлăх центрĕ, Стратегиллĕ пуçарулăх агентстви, Раççейри инновациллĕ регионсен ассоциацийĕ, Раççей тĕревĕ, Финляндири ертсе пыракан StartupSauna бизнес-акселератор.
«Russian StartUp Tour» тĕллевĕ — кашни хуларах çамрăк та маттур предпринимательсемпе инновациллĕ проект авторĕсене, инвесторсене, технопарксен, наука институчĕсемпе регионти ертсе пыракан вĕренÿ заведенийĕсен представителĕсене стартап-сообществăсем йĕркелеме пулăшасси.
Асăннă мероприятие республикăри ăсчахсем, технологи предпринимателĕсем, бизнес-инкубаторсен тата технопарк резиденчĕсем, аслă вĕренÿ заведенийĕсенче техника енĕпе вĕренекен студентсем, проектированипе интересленекенсем, пурĕ 150 ытла çын, хутшăнмалла. Пĕлтерĕшлĕ тĕл пулăва «Сколково» фонд президенчĕн канашçи, финсен паллă предпринимателĕ Пекка Вильякайнен уçать. Вăл 20 çула яхăн технологиллĕ ушкăнсемпе тата пысăк бизнес ертÿçисемпе посол пулса ĕçлет. Тĕл пулура ятарлă виçĕ трек — «Стартапсем», «Университетсем», «Пĕрлехи трек» — йĕркелеме палăртаççĕ.
Чăваш Республикинчи инновациллĕ проект авторĕсем «Стартап» трекра хăйсен ĕçĕсемпе жюри членĕсене туллин паллаштараççĕ. Паянхи куна тĕрлĕ сферăри 40 проект хатĕр. Авторсене çирĕп йĕркепе тĕрĕсленисĕр пуçне хăйсен çитменлĕхĕсене тупса палăртма та майсем туса параççĕ. Çавна май вĕсем малашнехи аталану планне те палăртаççĕ. Чи лайăх проект авторĕсене Раççейре иртекен чи пысăк Startup Village стартап-конференцие хутшăнма, суйлав тапхăрне сиктерсе «Зворыкинская премия» технологи экспертизин конкурсĕнче вăй виçме йыхравлаççĕ. Унпа пĕрлех «Уçă инноваци» фонд йĕркелекен «100 инноватор» проекта хутшăнма ирĕк паракан сертификатсемпе тивĕçтереççĕ.
Тĕл пулăва хутшăнакансем инвесторсемпе, экспертсемпе, ĕçтешĕсемпе курса калаçнипе пĕрлех хăйсен проекчĕсене презентацилеме, тĕрлĕ ыйтусене уçăмлатма специалистсемпе канашлама пултараççĕ.
Проекта хутшăнас текенсен официаллă www.startupvillfge.ru сайтра регистрациленмелле. Презентаципе хутшăнас текенсен е регистраципе кă- сăклантаракан ыйтусене rst@startupvillage.ru электрон почта çине яма пулать е 8(800) 700 11 92 номерпе шăнкăравласа ыйтса пĕлмелле.
Источник: "Каçал Ен"