01 февраля 2014 г.
РФ Правительствин 2014 çулхи январĕн 23-мĕшĕнчи 46№лĕ постановленийĕпе килĕшÿллĕн ĕçлев, инвалидлăх, тăрантаракан çын çуккишĕн паракан пенсисем 6, 5 процент чухлĕ ÿснĕ.
Пĕтĕмĕшле Чăваш Республикинче февралĕн 1-мĕшĕнчен 324 пин çыннăн, пирĕн районта 7200-ĕн пенсийĕ ÿсет. Ĕçлев пенсийĕ Раççейре вăтамран 615 тенкĕ ÿсет. Районта пурăнакансем 491 тенкĕ ытларах илĕç, вăтам ĕçлев пенсийĕ 8,6 пин тенкĕпе танлашать. Çакă пенсионерсемшĕн республикăра палăртнă пурăнмалăх минимумран 2 хут пысăкрах (2013 çулхи 4-мĕш кварталта вăл 4963 тенкĕ пулнă). Чăваш Енре ĕçлев пенсийĕсене пенсионерсен 84 проценчĕ илĕ, районта — 91 процент.
Ĕçлев пенсийĕсене çулсеренех инфляципе килĕшÿллĕн индексацилеççĕ. 2014 çулхи апрель 1-мĕшĕнчен пенсисене татах ÿстерме палăртаççĕ. Çавăн пекех социаллă пенсисене, федераци çăмăллăхĕсемпе усă куракансен тÿлевĕсене, социаллă пакет хаклавне ÿстерĕç.
Источник: "Каçал Ен"