АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тивĕçлĕ пулăшу парассишĕн

01 февраля 2014 г.

Чăваш Енте пурăнакансем патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсемпе çăмăллăнах усă курма пултарччăр тесе районсенче нумай функциллĕ центрсем уçрĕç.

Сăмахран, куçман пурлăха регистрацилес тата кадастр учетне тăратас е унпа çыхăннă ытти ĕçсене пурнăçлас тесен НФЦнче кирлĕ сĕнÿ параççех. 2018 çул тĕлне нумай функциллĕ центрсем урлă Росреестр кÿрекен пулăшу шайĕ 70 процента çитмелле.

Паянхи кун тĕлне ЧР Росреестр Управленийĕ НФЦ урлă пулăшу кÿрес тесе сахал мар ĕç пурнăçлать — ыйту çыракансен йышне ÿстересшĕн. 2013 çулта Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр, Канаш, Канаш районĕсенче пурăнакансем çеç Росреестр пулăшăвĕсемпе усă курма пултарнă. 2014 çулхи февраль уйăхĕнчен Çĕрпÿ, Патăрьел, Муркаш, Комсомольски, март уйăхĕнчен — Элĕк, Çĕмĕрле районĕсенче пурăнакансем куçман пурлăхпа çыхăннă ыйтусемпе НФЦ-сене пыма пултараççĕ. Çулталăк вĕçне çак ĕçе пур районта та пуçлама палăртнă. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика