АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурт-йĕр, тавар тата хаксем пирки

01 февраля 2014 г.

ЧР экономика аталанăвĕн, суту-илÿпе промышленноç министрĕ Владимир Аврелькин 2013 çулхи экономикăпа социаллă аталану кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Çак вăхăтра строительство ĕçĕсен калăпăшĕ, пурăнмалли çурт-йĕре хута ярасси, вак тавар çаврăнăшĕ, малтан çирĕплетнĕ тата чăн ĕç укçи ÿснĕ. пуçламăшĕнче машина тăвакансен продукцине туянасси чакни. Çав вăхăтрах республикăри 31 предприяти ăсатнă продукцишĕн калăпăшĕ миллиардран та иртнĕ.

2014 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕç укçи парăмĕ 2,9 миллион тенкĕпе танлашнă. 2013 çул пуçламĕшĕнчипе танлаштарсан парăм 26, 8 миллион тенкĕлĕх чакнă. Ку кăтартупа Чăваш Ен Атăлçи федераллă округра 4-мĕш вырăн йышăнать. Ĕç рынокĕнчи кăтартусем лайăх. Ĕçсĕррисен шучĕ экономикăри активлă халăх йышĕпе танлаштарсан январĕн пĕрремĕш тĕлне 0,73 процент ( 2013 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче — 0,84 процент). Пĕлтĕр инфляци 6,3 процент пулнă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тавар хакĕсене сăлтавсăр ÿсетернине тĕрĕслесе тăма тата вĕсене кирлĕ шайра тытмалли çинчен каланă.

ЧР Пуçлăхĕн пресс служби. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика