01 февраля 2014 г.
РФ Федераци Канашĕн Социаллă политика комитечĕн председателĕ, Раççей пенсионерĕсен союзĕн ертÿçи Валерий Рязанский РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕнче ветерансен общество организацийĕсен представителĕсемпе тата массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсемпе тĕл пулчĕ. Асăннă мероприятие РФ Пенси фончĕн ЧР уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева, Раççей Пенсионерсен союзĕн регион уйрăмĕн председателĕ Валерий Сапожников хутшăнчĕç.
Чăваш Ене Валерий Рязанский килнин тĕллевĕ — кăçал Шупашкарта Раççей пенсионерĕсен пĕрремĕш спартакиадине ирттерме хатĕрленесси. Çакна вăл пирĕн хутлăхра физкультурăпа спорта тивĕçлипе хакланипе, пурлăх никĕсне çирĕплетсе тăнипе сăлтавларĕ. Пысăк та пĕлтерĕшлĕ мероприятие 2014 çулхи çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче ирттерме палăртнă.
Валерий Владимирович общество организацийĕн регионти уйрăмĕн ĕç-хĕлне те пысăка хурса хакларĕ, ытти çĕртен килекенсемшĕн кунти паха опытпа паллашни усăллă пулассине пĕлтерчĕ.
Общество организацийĕсен представителĕсемпе ирттернĕ тĕл пулура Валерий Рязанский хумхантаракан ыйтусене те çутатса пама ыйтрĕ. «Вăрçă ачисене» çăмăллăхпа тивĕçтерес, регионта «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ят парас енĕпе чылай ыйту пулчĕ. Ял пенсионерĕсен пенсийĕ пĕчĕк пулни те пухăннисене пăшăрхантарать. Валерий Владимирович ыйтусем çине туллин хуравларĕ.
РФ Пенси фончĕн районти уйрăмĕнче пухăннă ветерансем Ю.С.Тимофеевпа В.И.Пундяков Шупашкар хулинче Спартакида йĕркелессине ырласа йышăнчĕç. Аслă ăру çыннисем унта палăрасса иккĕленместпĕр. Вĕсем тăтăшах спорт мероприятийĕсем йĕркелеççĕ, унта хастар хутшăнаççĕ. Халĕ вара йĕлтĕрпе чупса киленеççĕ.
А.АНТОНОВА.
Источник: "Каçал Ен"