29 января 2014 г.
Шут палати Сочири Олимпиада валли уйăрнă укçана мĕнле расхутланине тĕрĕсленĕ. Йĕркене пăснă самант тĕл пулман. Правительство вице-премьерĕ Дмитрий Козак пĕлтернĕ тăрăх, Олимп объекчĕсене çĕклеме 214 миллиард тенкĕ уйăрнă, унпа кирлĕ пек усă курнă. Патшалăх бюджечĕ 99 миллиард тенкĕ расхутланнă, ытти — харпăр инвесторсен укçи.
Шупашкарти 5-мĕш музыка шкулĕнчи «Соловушки» ансамбль Сочири Олимп вăййисем хупăннă чухнехи концерта хутшăнĕ. Çамрăк артистсем Раççейĕн пĕрлештернĕ ача-пăча хорĕн йышне кĕнĕ. Пин çынран тăракан хора çĕр-шывăн мĕн пур регионĕнче пурăнакан ачасенчен йĕркеленĕ. Ансамбльте юрлакансем Санкт-Петербургра ирттернĕ репетицие хутшăннă.
Чылайăшне Олимпиада вăхăтĕнче Сочире пурăнмалли кĕтес тара илнĕшĕн мĕн чухлĕ тăкаклама тивесси кăсăклантарать. Экспертсем каланă тăрăх — паян унта пĕр талăкшăн 1,2 тата 3 пÿлĕмлĕ хваттерсемшĕн 3—20 пин тенкĕ таран кăларса хумалла. Риэлторсем пĕлтернĕ тăрăх, хаксем хулан тĕрлĕ кĕтесĕнче расна. Олимп объекчĕсем çывăхĕнчи çуртсемшĕн, паллах, ытларах ыйтаççĕ.
Чăваш Енри 11 спорт судйине Хĕллехи Олимпиадăна ĕçлеме чĕннĕ.
Акă, çак кунсенче Сочине Олимп резервĕсен ачасемпе çамрăксен 2-мĕш спорт шкулĕн тренерĕ, биатлон енĕпе спорт мастерĕ Денис Салдимиров тухса кайнă. Паралимпиадăра Андрей Михайлов, Вячеслав Ильин, Юрий Плотников, Владислав Антонов, Олег Булыгин, Валерий Васильев, Сергей Овсяников, Константин Мясоедов, Василий Никитин, Владимир Сидягин спортсменсен ăмăртăвне хаклĕç.
Источник: "Каçал Ен"