25 января 2014 г.
Район территорийĕнче юлашки вăхăтра карас телефонпа усă курса улталани пĕрре кăна мар тĕл пулнă. Сăмахран, декабрь уйăхĕнче çеç çакăн пек икĕ тĕслĕхе регистрациленĕ. Иккĕшĕнче те аслă çулсенчи çынсем Перекет банкĕн картти урлă урăх счет çине пысăк сумма куçарса панă. Çак серепене çамрăксем мар, ытларах ватăсем лекеççĕ. Телефон урлă ултавçăсем нумай укçа-тенкĕ ĕçлесе илни пирки хаçат-журналта çыраççĕ, телевизорпа, радиопа та нумай калаççĕ. Апла пулин те районта пурăнакансем тимлĕ теме çук-ха.
Çынсене мĕнле майпа улталаççĕ-ха?
Пĕрисем тус-тăвану йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ тесе пĕлтереççĕ. Ку тĕслĕхре ултавçăсем телефон номерĕн юлашки цифрисене пĕчĕклетсе е пысăклатса пынă май суйласа илеççĕ те шăнкăравласа яраççĕ, абонент патне ывăл-хĕрĕ е тăванĕ пек пулса, пăлханнă сасăпа çул-йĕр инкекне лекнине пĕлтереççĕ, ĕç шала кĕрсе ан кайтăр тесен укçа тÿлеме ыйтаççĕ.
Теприсем парне выляса илни пирки пĕлтереççĕ. Унăн схеми вара ансат: абонент номерĕ çине шăнкăрав е смс-пĕлтерÿ килет. Унта сирĕн абонент номерĕ вылявра хутшăнса пĕр-пĕр парне çĕнсе илнине пĕлтереççĕ. Унтан палăртнă номер çине комиссишĕн е урăх тăкакшăн тÿлеме укçа хывма ыйтаççĕ.
Тепĕр тĕслĕхĕнче телефон çине смс яраççĕ: «Салам! Ку манăн çĕнĕ номер. Эпĕ йывăрлăхра. Çак номер çине 100 тенкĕ хур, каçхине шăнкăравласа яратăп». Чылай чухне çынсем йывăрлăха лекнĕ юлташне пулăшма васкаççĕ, укçа куçарса параççĕ.
Тепринче пĕр-пĕр абонент шăнкăравласа яма ыйтать. Çын вара çакă тÿлевлĕ пулнине ăнланмасăр палламан номер çине шăнкăравлать.
Чылай чухне ултавçăсем пĕр-пĕр абонента укçа куçарнă пирки пĕлтерсе смс яраççĕ. Каярах вара хăйсемех шăнкăравласа çак суммăна е çуррине куçарса пама ыйтаççĕ. Чи малтан хăвăрăн баланса тĕрĕслесе пăхни ултав серепине лекесрен хăтарĕ.
Сăмахран, сирĕн пата шăнкăравлаççĕ те телефон операторĕн сотрудникĕ тесе паллаштараççĕ. Малалла ăнлантараççĕ — тĕрлĕ сăлтава пула сеть тĕрĕс мар ĕçлет имĕш. Çавăнпа та малашне йĕркеллех ĕçлетĕр тесен вĕсем калакан кода наборламалла. Çак мелпе ултавçăсем баланс çинчи укçа-тенке хăйсем çине йăкăртаççĕ.
Нумайăшне «Телелохотронпа» улталаççĕ. Телевизорпа пыракан конкурсра сăмах тупсăмне шĕкĕлчеме сĕнеççĕ. Чи малтан шăнкăравласа пĕлтерекене парне шантараççĕ. Передача вăхăтĕнче чылай çын шăнкăравласа тухать — анчах та сăмах тупсăмне пĕлеймеççĕ. Эсир эфира шăнкăравласан сире оператор кĕтсе тăма сĕнет. Кашни минутшăн вара сахал мар укçа-тенкĕ тăкакланать.
Çÿлерех асăннă çак ултавлă самантсене асра тытса хăвăра улталама ан парăр.Телефонпа шăнкăравлакансене ан ĕненĕр.
Г.КОКШИН
Источник: "Каçал Ен"