25 января 2014 г.
Ленинграда нимĕç блокадинчен ирĕке кăларнăранпа 70 çул çитнине халалласа Пĕрремĕш канал «Ладога — дорога жизни» нумай сериллĕ фильма экран çине кăларать. Валерий Тодоровский, Александр Веледенский режиссерсем çĕнĕ фильмăн пĕрремĕш серине январĕн 27-мĕшĕнче курма сĕнеççĕ.
Фильмра полуторка машина водителĕн кун-çулĕпе паллаштараççĕ. Шăпах вăл блокадăри Ленинграда апат-çимĕçпе ти-вĕçтерет. Хулана вара геройăн шăнса ларнă Ладога кÿлли тăрăх çитмелле.
Геройăн юратнă хĕрĕ те апат-çимĕçе вырăна çитерес ĕçе хутшăнать. Хĕр рольне паллă артистка Ксения Раппопорт калăпланă. Режиссер сăмахĕсемпе, Ксения шаннă роле çав тери чуна çывăх илсе калăпланă, фильмри хăш-пĕр йывăр самантсенче дублершăпа улшăнман, хăех вылянă. Сăмахран, хĕр сивĕ шыва кĕрсе унти ачасене çăлма васкать.
«Ладога — дорога жизни» — Ленинград блокадине хутшăннă çынсене асăнса, вĕсене сума суса ÿкернĕ фильм. Тĕп рольсене Андрей Мерзликин, Ксения Раппопорт, Юрий Кузнецов, Юрий Уткин, Алексей Серебряков выляççĕ.
А. ИВАНОВА.
Источник: "Каçал Ен"