22 января 2014 г.
Олимпиада уçăлнипе çыхăннă мероприятисем виçĕ лапамра иртĕç. Çакна «Сочи —2014» йĕркелÿ комитечĕ пĕлтернĕ.
Сценари 9 тапхăртан тăрать. Концерт программи нарăсăн 7-мĕшĕнче 20 сехет те 14 минутра пуçланĕ. Унта паллă çынсем, сумлă хăнасем килсе çитĕç.
Йĕркелÿçĕсем ыттине хальлĕхе вăрттăнлăхра тытаççĕ.
Медиацентрсенче Кубань апатланăвĕсем уçăлĕç. Унта журналистсене чейпе, кĕлентĕрпе сăйлĕç. Çак шухăша Краснодар крайĕн вице-кĕпĕрнаттăрĕ Галина Золина сĕннĕ. Ăна пурнăçа кĕртес тĕллевпе 12 тонна кĕлентĕр туянма хатĕрленет.
«Сочири Олимп эткерĕ» — пулас ăмăрту çинчен тухнă пĕрремĕш пысăк кĕнеке. Унта Олимп проекчĕ мĕнлерех пурнăçланни çинчен вуласа пĕлме пулать. Çавăн пекех тунă ĕçсен кăтартăвĕсемпе паллашаятăн: пăр керменĕсем, йĕлтĕр йĕрĕ, çĕнĕ çулсемпе кĕперсем, вокзалсемпе портсем, кану çурчĕсем тата ытти объект. Пĕтĕмпе кĕнекере 400-е яхăн сăн ÿкерчĕк. Унăн авторĕсем — «Сочи — 2014» йĕркелÿ комитечĕн президенчĕ Д.Чернышенко, Раççейри Олимп комитечĕн президенчĕ А.Жуков, Раççейри Паралимп вăййисен комитечĕн генеральнăй секретарĕ М.Терентьев тата ыттисем те.
Чăваш Ен пики Елена Муратова Çĕнĕ çула Ванкуверта кĕтсе илнĕ. Тăватă çул каялла унта Олимп вăййисем иртнĕ. Елена çав хулара Тĕнче кубокне ха-тĕрленнĕ. Шăпах унăн кăтартăвĕсем тăрăх Сочие каякансене палăртĕç. Сăмах май, Елена Олимп резервĕсен ачасемпе çамрăксен 2-мĕш спорт шкулĕнче вĕренет.
Ют çĕр-шывсенчи массăллă информаци хатĕрĕсем пĕлтернĕ тăрăх — тĕнчипе паллă сĕрме купăсçă Ванесса Мэй Сочири Олимп вăййисене хутшăнасшăн.
Источник: "Каçал Ен"