22 января 2014 г.
Комсомольскинчи «Çĕр тата çынсем» халăх музейĕнче тăтăшах тĕрлĕ меро-приятисем йĕркелеççĕ. Акă, январĕн 16-мĕ-шĕнче унта ĕçлекенсем Руçе тĕне кĕртни 1025 çул тата Канаш епархине туса хунăранпа çулталăк çитнине халалласа «Святой Гурин несĕл çыннисем» ятлă выставка ирттерчĕç. Ăна культура тытăмĕн ĕçченĕсем Культура çулталăкне халалласа йĕркелерĕç. Мероприятие Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн 8-мĕш «б» класĕнче пĕлÿ пухакансем (класс ертÿçи З.Г. Чернова) хутшăнчĕç.
Чи малтанах пухăннисем умĕнче «Çĕр тата çынсем» музей директорĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Алена Полякова сăмах каларĕ. Çавăн пекех Комсомольскинчи Вознесения Господня чиркĕвĕн священникĕ Николай атте, Шурут чиркĕвĕн настоятелĕ Серафим атте калаçрĕç. Вĕсем Святой Гурий пурнăçĕ çинче кĕскен чарăнса тăчĕç, выставкăри экспонатсемпе — кĕнекесемпе, сăн ÿкерчĕксемпе, истори докуменчĕсемпе, чиркÿ хатĕр-хĕтĕрĕсемпе (пурĕ — 100-е яхăн) тата ыттипе те — паллаштарчĕç.
Ун хыççăн Комсомольски ача-пăча искусство шкулĕнчи вырсарни шкулта вĕренекенсем — Мария Спиридонова, Александра Сушенцева, Ксения Гришина, Виктория Данилова, Ольга Спиридонова, Юлия Львова, Елизавета Зайцева, Татьяна Соловьева — чуна пырса тивекен чиркÿ юррисене шăрантарчĕç. Юрăçсен ушкăнĕн руководителĕ — Ираида Владимировна Спиридонова. «Ырă пирĕшти, кĕл тума вĕрент мана!» юрра пухăннисем уйрăмах хумханса итлерĕç.
Выставка район çыннисене февраль уйăхĕн вĕçĕчченех кĕтет.
Выставкăна пуçарса яраканĕ — Канаш хулинчи муниципаллă бюджет учрежденийĕ «Краеведени музейĕ». 2013 çулхи ноябрĕн 8-мĕшĕнчен пуçласа кăçалхи январĕн 8-мĕшĕччен унпа 706 çын паллашнă, пурĕ 24 экскурси йĕркеленĕ.
М.ИЛЛАРИОНОВА.
Источник: "Каçал Ен"