22 января 2014 г.
Вĕренÿ сферинче тăрăшакансем иртнĕ кунсенче шашкăлла выляса ăмăртрĕç. Ăмăртура пурĕ 20-е яхăн команда тупăшрĕ.
Чи малтанах спортсменсене саламласа район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕ Николай Максимов, районти вĕренÿ тытăмĕнчи профсоюз организацийĕн председателĕ Алексей Яковлев тата ыттисем те сăмах каларĕç, ăнăçу сунчĕç.
Пĕрремĕш вырăна Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн команди (Владимир Гордеев, Светлана Жукова, Геннадий Ильдюхин) çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшсемпе виççĕмĕшсем — Урмаелсемпе Хирти Явăшсем.
Çĕнтерÿçĕ-командăсем Кубоксене, Хисеп грамотисене тата парнесене тивĕçрĕç.
Н.ВОРОБЬЕВА
Источник: "Каçал Ен"