18 января 2014 г.
Çĕнĕ çул умĕн Мускаври чăвашсен ентешлĕхĕн хастарĕсем Елена Малышева пĕрремĕш каналпа ертсе пыракан «Жить здорово!» кăларăмра «Наци кухни тата апат-çимĕçĕ» рубрикăра ÿкерĕннĕ.
Чăваш кĕвви янăраса кайсан ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе Анатолий Волковпа Ираида Карпова юрăç чăваш ялавне йăтса тухнă, телекуравçăсене чăвашла сывлăх суннă, çăкăр-тăвар ас тивтернĕ.
Çавра çăкăра Хĕрлĕ Чутай районĕнче çуралса ÿснĕ Ольга Ванеева пĕçернĕ. Вĕсем телекуравçăсене чăваш кухнинчи сахал калориллĕ сухан нимĕрĕпе тата сĕтпе пĕçернĕ пулă яшкипе паллаштарнă. Ăна Раççейĕн тĕп хулинчи чăвашсен ентешлĕхĕн маттурĕсем — Ирина Пономаревăпа Галина Кудряшова, Ирина Карпова хатĕрленĕ. Ăста кил хуçисем Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри, Патăрьел районĕсенче çуралса ÿснĕ.
Чăваш апачĕн рецепчĕсемпе паллаштарассине вара ар çынсене шаннă. Николай Кузьминпа Борис Штанько ку ĕçе тивĕçлĕ шайра пурнăçланă. Вячеслав Ильин Атăл пуллисем, вĕсен сиплĕхĕ пирки каласа панă.
Кăларăмра Етĕрне районĕнче çут тĕнчене килнĕ Светлана Илларионова медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. Унта Канаш тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ тухтăр, медицина ăслăлăхĕсен кандидачĕ Владимир Стеклов полковник та хутшăннă. Ентешĕмĕрсем эфира пурте чăваш наци тумĕпе тухнă. Кăларăма ертсе пыракансене чăваш çи-пуçĕн капăрлăхĕ тĕлĕнтернĕ. Мускаври чăвашсем хамăр культурăпа, йăла-йĕркепе паллаштарнă чухне тĕрлĕ сувенирпа, тĕрленĕ салфеткăсемпе, пит шăллисемпе, чăваш кĕпиллĕ пуканесемпе усă курнă.
Елена Малышевăна чылай çул Мускавра пурăнакан чăвашсем хăйсен чĕлхине манманни те тĕлĕнтернĕ.
Эпир вара асăннă кăларăма пуш уйăхĕн 3 тата 12-мĕшĕсенче пĕрремĕш каналпа ирхине тăхăр сехетре курма пултаратпăр.
Источник: "Каçал Ен"