АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Маршруткăпа çула тухнăшăн электрон карттипе тÿлеççĕ

18 января 2014 г.

Чăваш Енри маршрут таксийĕсенче, ытти транспортри пекех, çул çÿренĕшĕн универсаллă электрон карттипе тÿлеме май пур. Кун пек çĕнĕлĕхпе республикăра пурăнакансем пĕлтĕрхи декабрь уйăхĕнче усă курма пуçланă. Ятарлă терминалсене Çĕнĕ Шупашкар хулинчи 14№-лĕ, 20№-лĕ маршрутсенче тата хуласем хушшинчи 626, 265.1, 511э, 555, 112, 536 №семлĕ микроавтобуссенче вырнаçтарнă. Кун пирки «Пĕрлĕхлĕ транспорт картти» ООО пĕлтерет.

Обществăлла транспортра çул çÿревшĕн универсаллă карттăпа тÿлес тесен карттăна ятарлă терминал çумне çеç тытмалла. Терминал чек парать, унта çÿрев мĕн хак пулни, вăхăт, маршрут номерĕ, кун, счет çинче мĕн чухлĕ укçа юлни паллă.

Аса илтеретпĕр, республика ытти регионсенчен универсаллă карттăпа пĕрремĕш усă курма тытăннă. Апробацие ăнăçлă йĕркелени проекта палăртнă вăхăтран маларах ĕçе кĕртме май панă. Чи малтанах Чăваш Енри транспорт çинче çул çÿревшĕн тÿлеме ятарлă транспорт карттипе — электрон енчĕкпе усă курма пуçланă. Ăна платформăсене универсаллă электрон карттăсемпе усă курма хатĕрлесе çитерес тата проекта хăвăрт пурнăçлас тĕллевпе йĕркеленĕ. Халĕ вара çак УЭК-па троллейбусра, автобусра, хуласем хушшинчи автобуссенче те çул çÿревшĕн çăмăллăнах тÿлеме пулать.

Палăртса хăвармалла, обществăлла транспортра çула тухнăшăн УЭКпа тÿлесен 1 тенкĕ перекетленет.

Чăваш Енре УЭКăн федерацин икĕ — идентификаци (СНИЛСпа ОМС) тата банк, регионăн пĕр (транспорт) хушĕмĕсем ĕçлеççĕ. Кăмăл пулсассăн УЭК çине документсене алă пусма е Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче пулăшусемпе усă курма электрон мелпе алă пуснине кĕртме пулать. Кăçалхи январĕн 13-мĕшĕ тĕлне Чăваш Республикинче пурăнакан 14,3 пин çын универсаллă электрон карттă илме заявлени çырнă. 2,8 пин çын унпа усă курать те.

«Электрон енчĕк» транспорт карттипе автобуспа, троллейбуспа, маршрут таксийĕпе çула тухнăшăн тÿлеме усă кураççĕ. Карттă çинче тăкакланман укçа тепĕр уйăха куçать е ун çине республикăри 33 терминалта е ятарлă специалистсем патĕнче хăть хăçан та укçа хума пулать. УЭКа 5 çула валли тÿлевсĕр хатĕрлесе параççĕ, ăна пăхса-сăнаса тăнăшăн пĕр хутчен 100 тенкĕ тÿлемелле.

А.АНТОНОВА. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика