АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хамăрăн эмблема пур

18 января 2014 г.

ЧР Культура министерствинче кăçал иртекен Культура çулталăкĕн республика эмблемин чи лайăх эскизĕн конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Унта Красноармейски ял тăрăхĕнчи информаципе культура центрĕн художникĕ Александр Казаков çĕнтернĕ. Александр Анатольевич хăйĕн ĕçĕнче чăваш гербĕн элеменчĕсемпе тата чăваш тĕррипе усă курнă.

Асăннă хăйне евĕр тупăшăва дизайнерсем, графиксем тата аслă шкулсенче ÿнер енĕпе пĕлÿ илекен студентсем хутшăннă. Анчах çичĕ конкурсант хушшинче Александр Казаков кăна профессионал пулнă. Ĕçсене Чăваш Енри Художниксен тата дизайнерсен союзĕн членĕсем хакланă. Хаклавра ытларах хăйне евĕрлĕхе, шайлашулăха тата, паллах, чăваш наци культурин уйрăмлăхне çутатнине шута илнĕ. Культура çулталăкĕн эмблеминче «2014» хисепе авалхи сăвар-пăлхар руна çырулăхĕнчи евĕр хатĕрленĕ. Эмблемăри хĕрлĕ тĕс шухăшлав ирĕклĕхне, йăла-йĕркене упранине кăтартать; сарă — çĕр çинче пурне те пурнăç парнелекен хĕвел тĕсĕ; ылтăнни пуянлăхпа ăнăçлăха палăртать.

Конкурс çĕнтерÿçине Чăваш Республикинче Культура çулталăкĕ уçăлнă ятпа ирттерекен савăнăçлă уявра асăнмалăх парнепе чысланă. Çак самантран асăннă эмблема Чăваш Республикинчи Культура çулталăкĕн официаллă палли шутланать. Ÿлĕм вăл сувенирсене илемлетĕ, Хисеп хучĕсене, афишăсемпе плакатсене капăрлатĕ. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика