18 января 2014 г.
Чăваш Республикинчи Роскомнадзор управленийĕ пĕлтĕр 46 массăллă информаци хатĕрне регистрацилени пирки свидетельство панă. Пĕлтĕр çеç вара çĕннисене 20 регистрациленĕ (8 хаçат, 9 журнал, 2 радио канал, 1 сборник).
Кăçалхи январĕн 13-мĕшĕ тĕлне Чăваш Республикинче пурĕ 175 МИХ регистрациленĕ. Вĕсенчен 135-шĕ — периодика пичет изданийĕ (93 хаçат, 35 журнал, 4 сборник, 1 альманах, 1 бюллетень, 1 каталог), 17 радиоканал, 12 телеканал, 3 радиопрограмма, 5 телепрограмма, информаци 2 агентстви, 1 периодика электрон изданийĕ.
Источник: "Каçал Ен"