АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патшалăх пулăшăвĕсем – электрон мелпе

18 января 2014 г.

Чăваш Енре пурăнакан 41 пин çын Пĕрлехи патшалăх порталĕнче хăйсен пÿлĕмĕсене уçнă. 2013 çулта вĕсем электрон мелпе усă курса тĕрлĕ ведомствăсене 58 пине яхăн ыйту янă. Вĕсенчен 46 пинĕ — федераци ведомствисене, регионтисене — 12 пин, муниципалитетсене — 430 ыйту.

ЧР Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви уйăхсерен ирттерекен мониторингпа килĕшÿллĕн декабрь уйăхĕнче электрон мелпе регионти пулăшупа усă курма 2 пин хутчен ыйту çырнă. Çынсем ытларах ЗАГС пайне заявлени çыраççĕ тата ĕç шыраççĕ. Пĕрлехи патшалăх порталĕпе усă курса регионти 69 пулăшупа усă курма пулать. Çавăнпа та килтенех медицинăра ĕçлеме лицензи илме, аптекăсене электрон рецепчĕ яма, ачана уйăхсерен паракан пособи валли документсем хатĕрлеме, ача садне черете тăма, ача усрава илме, пурăнмалли çурт-йĕре пурăнмалла мар çурт-йĕре куçарма е пурăнман çурта пурăнмаллине куçарма тата ыттине те çăмăллăнах пурнăçлама май пур. Ăна тума Пĕрлехи патшалăх порталĕнче регистрациленсе уйрăм пÿлĕмре ĕçлеме код илмелле. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика