АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуçланиччен – 23 кун

15 января 2014 г.

Кăрлач уйăхĕн 7-мĕшĕнче Олимпиада пуçланиччен пĕр уйăх юлсан, «Сочи — 2014» йĕркелÿ комитечĕ тĕп медиацентр уçăлни çинчен пĕлтернĕ. Унăн лаптăкĕ — 158 пин тăваткал метр; вăл икĕ хутлă, Олимп паркĕнчен инçе мар вырнаçнă. Нарăс уйăхĕн 7—23-мĕшĕсенче медиацентр Раççейри 2000 яхăн тата ытти çĕр-шыври массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсене, телекуравпа радио хыпарлавăн 6000 ытла ĕçченне йышăнĕ.

Брянскра пурăнакансем Олимпиада иртекен хула валли парне хатĕрленĕ. Унта пурăнакан алă ăстисем пысăк кăçатă çапнă. Унăн çÿллĕшĕ 1 метр та 80 сантиметр, сарлакăшĕ 1 метр та 50 сантиметр. Парнене хатĕрлемешкĕн 12 килограмм çăм кирлĕ пулнă. Ăстасем ăна 2 эрне йăваланă.

Раççейри хăш-пĕр аэропортра самолета ĕçмелли шĕвеке çеç мар, парфюмери хатĕрне те, тĕрлĕ сăрăпа геле те, çилĕм те илсе кĕме чарнă. Çакă çывхарса килекен Олимп вăййисенчи хăрушсăрлăха упрассипе çыхăннă. Эмеле те тухтăр сĕнĕвĕ пулсан çеç пĕрле илме ирĕк парĕç.

Турра ĕненекен спортсменсем валли Сочире кĕлĕ тумалли пÿлĕмсем хатĕрленĕ. Вĕсем кашни Олимп ялĕнчех пулĕç. Нумаях пулмасть çаксене тĕрлĕ тĕне ĕненекенсем хакланă. Кĕлĕ тумалли пÿлĕмсенчи ĕç-хĕле волонтер-студентсем йĕркелĕç. Тĕрлĕ тĕне пăхăнса пурăнакан çамрăксене конкурс мелĕпех суйланă.

Олимп çулăмĕ Тамбова кăрлач уйăхĕн 12-мĕшĕнче çитнĕ. Çак пулăма халалласа унта Раççейри чи пысăк калпака çыхнă. Ăна тимĕртен хатĕрленĕ ятарлă каркас çине вырнаçтарнă. Унăн çÿллĕшĕ 6 метр. Калпака Тамбоври «Кристалл» спорт керменĕ умĕнче вырнаçтарнă. Ăна Тамбов облаçĕнчи Рассказово хулинче пурăнакан ăстасем хатĕрленĕ. Пуçа тăхăнмалли хатĕре Раççей ялавĕн тĕсĕсемпе усă курса çыхнă. Унтах Тамбов облаçĕн тата Олимпиада символĕсене вырнаçтарнă. Олимп çулăмĕн эстафетине халалланă спорт калпакĕ Рекордсен Гиннесс кĕнекине кĕресшĕн. Çакна тума Тамбова унăн тĕп редакторне те чĕннĕ.

Палăртса хăварар: ку Олимпиадăпа çыхăннă пĕртен-пĕр тĕлĕнтермĕш мар, Пермьре акă пельмень çисе рекорда çĕнетнĕ. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика