15 января 2014 г.
Пĕлтĕрхи раштавранпа «мобильник» чуралăхĕнчен хăтăлма май пур. Ку мĕне пĕлтерет-ха?Тариф, çыхăну пахалăхĕ, хакĕ ки-лĕшмест тĕк кивĕ номера сыхласа хăварса оператора ылмаштарма пулать. Куншăн 100 тенкĕ çеç тăкакламалла. Саккунра палăртнă вăхăтпа килĕшÿллĕн оператор ыйтнине пурнăçлĕ.
Хальлĕхе номера хăш вăхăтра куçарассине оператор хăй палăртать. Анчах ака уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа пурин те пĕрешкел вăхăт пулĕ — 8 кун. Кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа урамра сим-карта сутма чарнă.
Алкогольпе тата пирус тĕлĕшпе те çĕнĕлĕхсем пур: кăçал хакланĕç. Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса киосксенче пирус сутма чарĕç. Кафе-ресторанта чĕлĕм мăкăрлантармалли пÿлĕмсене хупĕç. Çавăн пекех хăна çуртĕнче, пасарта, чарăнура пирус туртма юрамĕ.
Источник: "Каçал Ен"