АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Упраса хăварни çитĕнÿсенчен те кирлĕрех

15 января 2014 г.

Январĕн 13-мĕшĕнче Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем 2013 çулта тунă ĕçсене пĕтĕмлетрĕç.

Унта ЧР ШĔМĕн полици начальникĕн çумĕ Илья Воробьев, Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕпе Михаил Афанасьевпа Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлаканĕ Леонард Левый, икĕ район прокурорĕсем Владимир Николаевпа Василий Николаев, районти шалти ĕçсен пайĕн общественность канашĕн председателĕ Геннадий Длинов, ветерансен канашĕн председателĕ Петр Лапшин тата районти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.

Чи малтанах Раççейри муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» пай начальникĕ Геннадий Кокшин доклад турĕ.

Пакунлă çынсем 2013 çулта икĕ районта 324 преступлени регистрациленĕ, ку вăл 2012 çултипе танлаштарсан 45 преступлени е 16,1 процент ытларах. Регистрациленĕ преступленисенчен 237-шне пирĕн район территорийĕнче тунă. Шел, 20 преступление уçса парайман. Малашне вĕсемпе çанă тавăрса ĕçлемеллине манма юраманнине полици подполковникĕ çирĕп палăртрĕ.

«Комсомольски район территорийĕнче 2013 çулта экономика тытăмĕнче тунă преступленисене кăна 122 факт уçса панă. Ку вăл 2012 çултипе танлаштарсан 248,6 процент ытларах»,— терĕ Геннадий Николаевич.

Иртнĕ çул полици ĕçченĕсем 18 тĕрлĕ ятарлă тата комплекслă мероприятисем ирттернĕ. Вĕсен шутĕнче — «Шырав», «Хăрушсăр çурт, подъезд, хваттер», «Условник», «Полици тата ачасем», «Ÿсĕр водитель» тата ытти операцисем те. Г.Кокшин хăйĕн докладĕнче район центрĕнчи видеосăнавăн 35 точки ĕçленипе 6 преступлени, право нормисене пăснин 70-е яхăн тĕслĕхне тупса палăртнă, уçса панă пирки те чарăнса тăнă.

Çавăн пекех полици начальникĕн ĕçĕсене тăваканĕ Сергей Кокорев сăмах илчĕ, иртнĕ çул тунă ĕçсемпе пайăррăн паллаштарчĕ. Районти шалти ĕçсен пайĕнче профилактика учетĕнче 249 çын тăрать (2012 çулта — 293). Çав шутра наказанирен условлă майпа срокчен хăтарнисем — 14, 7-ĕн — эрехе иленнисем, психика енĕпе чирлисем — 34-ăн, преступлени тунă çул çитмен ачасем — 17-ĕн тата ыттисем те. Сергей Арсентьевич тата ытти кăтартусем çинче те тĕплĕн чарăнса тăчĕ.

Çавăн пекех Ринат Зайнуллин, Сергей Прохоров майорсем, Михаил Фролов, Владимир Волков, Алексей Петров, Владимир Мекшеев подполковниксем, Ирек Фаткуллин капитан иртнĕ çулхи январь—декабрь уйăхĕсенче тунă ĕçсене тишкерчĕç.

Следовательсем 2013 çулта уголовлă 157 ĕç пăхса тухнă (2012 çулта — 180), вĕсенчен 71-шне суда ярса панă. 13 ĕçе икĕ уйăхран ытларах тĕпченĕ, район прокурорĕ 3-шне каялла тавăрса панă.

«Иртнĕ çул тăватă сотрудник автоаварие лекнĕ. Тĕрĕслев палăртнă тăрăх, инкексенчен пĕри пакунлă çын айăпĕпе пулнă»,— паллаштарчĕ Михаил Фролов. Саккуна пăснăшăн сотрудниксем çине прокурор 29 представлени ярса панă.

Çулсем çинчи лару-тăрупа ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ Н.А.Райков тĕплĕн паллаштарчĕ. «Иртнĕ çул автоаварисен шучĕ 10 чакнă, анчах та вилекенсем 4 çын ытларах пулнă»,— терĕ Николай Анатольевич. Тĕп хуламăртан килнĕ ШĔМ представителĕ ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ пĕтĕмлетĕве лайăх хатĕрленнине палăртрĕ.

«Сирĕн ĕç кăтартăвĕсем республика шайĕнче лайăххисен шутĕнче. Хăш чухне упраса хăварни пысăк çитĕнÿсенчен те кирлĕрех, çавăнпа та çирĕплĕхпе тăнăçлăх сунатпăр сире»,— терĕ Илья Юрьевич юлашкинчен, районти шалти ĕçсен па-йĕнче тăрăшакансене ăнăçу сунса.

Раççейри муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» пай начальникĕ Геннадий Кокшин ĕçтешĕсене тивĕçĕсене çÿлти шайра пурнăçланăшăн чĕререн тав турĕ.

М.ИЛЛАРИОНОВА. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика