15 января 2014 г.
Вĕренÿре, ĕçре тата ытти çĕрте пултарулăхпа палăрнă, пысăк çитĕнÿсем тунă çамрăксене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ кашни çулах стипенди парса хавхалантарнă, хавхалантарать те. Сăмах май, 2004 çултанпа ăна паянхи куна республикăри 10 пин ытла çын илме тивĕçнĕ.
2014 çулта районти тăрăшуллă сакăр çамрăк уйăхсерен 1830-шар тенкĕ стипенди илсе тăрĕ. Вĕсем: Карина Долгова («Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Çамрăк гварди» членĕ), Марина Копеева («Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕçченĕ), Инесса Михайлова (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕ), Диана Мурзаева (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕ), Ирина Пыркина (Комсомольски ача-пăча искусство шкулĕн «Островок» хореографи ансамблĕн вĕренекенĕ), Анастасия Тишова (Нĕркеç вăтам шкулĕн «Тантăш» ача-пăча обществăлла организацийĕн членĕ), Ирек Фаткуллин (Раççейри муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» пайĕн уголовлă шырав уйрăмĕн оперуполномоченнăйĕ) тата Татьяна Яковлева (Комсомольски территори суйлав комиссийĕн Çамрăксен суйлав комиссийĕн председателĕ).
(ХАМĂР ИНФ.).
Источник: "Каçал Ен"