АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшулăхшăн – тав хучĕ

15 января 2014 г.

ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсем енĕпе ĕçлекен комитечĕн председательне Петр Степанович Краснова политика хĕсĕрлевне кура шар курнисен — инвалидсен «Реабилитациленнисен Раççейри ассоциацийĕ» Пĕтĕм Раççейри ыр кăмăллăх организацийĕн Тав хучĕпе чысланă.

Чăваш Республикинчи политика хĕсĕрлевне кура шар курнисен прависене тавăрса парас ыйтусене татса парас, социаллă реабилитаци тата социаллă хÿтлĕхпе çыхăннă çĕрте тивĕçлĕ пулăшу кÿнĕшĕн парламентарие палăртса хăварнă.

ПĔЛМЕ: Чăваш Республикинче 2014 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне пурĕ реабилитациленнĕ 1563 çын пурăнать, вĕсенчен 36-шĕ — политика хĕсĕрлевне кура шар курнисем.

Чăваш Республикин 2004 çулхи ноябрĕн 24-мĕшĕнчи 47 №-лĕ «Республикăра пурăнакан реабилитациленĕ çынсене, политика хĕсĕрлевне кура шар курнисене социаллă пулăшу парасси» саккунĕпе килĕшÿллĕн вĕсем тĕрлĕ пулăшăва тивĕçеççĕ:

— чи малтанах — санаторипе курорт сиплевĕпе канăвне;

— тÿлевсĕр медицина пулăшăвне;

— киле тÿлевсĕр телефон кĕртме;

— стационарлă учрежденисене черетсĕр кĕме;

— уйăхсерен паракан укçа тÿлевне илме (паянхи куна вăл 2591 тенкĕпе танлашать).

ЧР Патшалăх Канашĕн пресс-служби. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика