АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни ĕçе вĕçне çитереççĕ

11 января 2014 г.

Россия Федерацийĕн прокуратури çумĕнчи следстви комитечĕн следстви управленийĕн Чăваш Республикин Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви уйрăмне туса хунăранпа виçĕ çул çитет. Унти коллектива Р.Н.Шайхалов ертсе пырать. Сăмах май, следстви комитетне 2010 çулхи декабрĕн 28-мĕшĕнчи 403 №-лĕ саккунпа килĕшÿллĕн туса хунă.

«Пирĕн тивĕç — йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисене тĕпчесси: çынна вĕлерни, мăшкăллани, коррупци, ĕç законодательствине пăсни, бандитизм, терроризм тата ытти те. Çавăн пекех çул çитмен ачасене сиен кÿнĕ тĕслĕхсемпе те уголовлă ĕçсем пуçарса тĕпчетпĕр»,— терĕ Руслан Небиуллович.

Уйрăмăн йышĕ пысăках мар, пурĕ саккăрăн тăрăшаççĕ кунта. Вĕсем 2013 çулта 170 уголовлă ĕç тĕпченĕ (2012 çулта — 158), 79-шне пĕтернĕ.

2013 çулта Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи уйрăма преступлени пулни çинчен пурĕ 68 хутчен пĕлтернĕ. Вĕсене тĕрĕслесе уйрăм сотрудникĕсем йышăнусем тунă.

Иртнĕ çул кунта тăрăшакансем тăватă район прокуратурин тата районсенчи шалти ĕçсен пайĕсен сотрудни-кĕсемпе çын вĕлернĕ 4 тĕслĕхе çутатса, уголовлă ĕçсене тĕпчесе суда янă, ăйăплă çынсене явап тыттарнă.

«Малашне те оперативлă шырав органĕсен ĕçченĕсемпе тачă çыхăнса тимлесчĕ. Акă, ытти çулсенче «тĕттĕм» юлнă преступленисене уçса парас тесе вĕсемпе тĕрлĕрен комплекслă оперативлă тата шырав мероприятийĕсем ирттертĕмĕр. Кăтартăвĕ те пур: иртнĕ çулсенчи чарса лартнă уголовлă 5 ĕçе «çутатса» айăплисене палăртрăмăр»,— паллаштарчĕ ĕçĕ-хĕлĕпе ертÿçĕ.

Следстви уйрăмĕн следователĕсем коррупципе кĕрешсе Комсомольски районĕнче службăри ултавпа (47) тата взятка илнипе (24) уголовлă ĕçсем тĕпчесе суда ярса панă.

Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви комитечĕн ĕçченĕсем граждансен Конституци панă прависене хÿтĕлессишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ. Урăхла май та çук. Çакăнта вĕсем РФ федераллă хăрушсăрлăх службин ĕçченĕсемпе тачă çыхăну тытса тимлеççĕ. «Айăплă кашни çын явап тыттăр тесе тимлетпĕр»,— теççĕ вĕсем.

М.ИЛЛАРИОНОВА. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика