11 января 2014 г.
Тин çеç уява кĕтеттĕмĕр, хатĕрленеттĕмĕр. Вăхăт урхамахĕ сиккипе чупса Çĕнĕ 2014 çула илсе кĕчĕ. Унăн вунă кунĕ хыçа юлма та ĕлкĕрчĕ ĕнтĕ. Канмалли кунсенче те районти лару-тăру пĕр вырăнта тăмарĕ, çак хушăра аван пулăмсем пулчĕç.
Акă, çĕнĕ çул пуçланнăранпа (январĕн 9-мĕшĕ тĕлне) районти ЗАГС уйрăмĕ 13 ача çуралнине регистрациленĕ (пепкесенчен виççĕшĕ 2013 çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнче çуралнă). 2014 çулта аист чи малтан Асанкассинчи Татьянăпа Алексей Копташкинсен килне вĕçсе килнĕ. Январĕн 3-мĕшĕнче вĕсен Екатерина хĕрĕ çут тĕнче курнă.
Çĕнĕ çулта чăмăртаннă пĕрремĕш çемье вара — Урмаелĕнчи Гельмендиновсен. Январĕн 3-мĕшĕнче Рамис Дамирович Шăмăршă хĕрĕпе, Энже Азатовна Чумаровăпа, пĕрлешнĕ. 2014 çула кĕнĕренпе районта 9 мăшăр туй кĕрекине ларнă.
Л.ШУРЯШКИНА.
Источник: "Каçал Ен"