АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп парне – çемçе диван

12 января 2013 г.

Çĕнĕ çул умĕн икĕ пин тенкĕрен кая мар тавар илнисемпе Комсомольски райповĕн магазинĕсем кашни çул купонсен вылявĕ ирттересси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. 2012 çул вĕçĕнче те пулчĕ çакăн пек выляв. Суту-илÿ çурчĕ умне çынсем йышлăн пуçтарăнчĕç. Хĕл Мучипе Юр пике маларах панă купонсене выляттарчĕç. Телейлисем тĕрлĕ парнесене тивĕçрĕç: кĕнекерен, салат савăтĕнчен, кăçатăран, чейникрен пуçласа кĕпе çумалли машина таранах. Тĕп парнене — çемçе дивана — Тукай Мишерĕнче пурăнакан Юнус Хабибрахманов выляса илчĕ. Вăл пĕр кун маларах ывăлĕ валли гитара туяннă иккен. Вылява хутшăннисене пурне те суту-илÿ çурчĕн директорĕ Ирина Кочанова уяв ячĕпе саламларĕ, телейпе юрату, яланах районти потребительсен обществипе тачă çыхăну тытма сĕнчĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика