12 января 2013 г.
Вут-кăвар хĕрхенÿсĕр. Вăл никама та шеллеменнине кая юлса, инкек хамăра пырса çапсан кăна аса илни пĕтерет пире. Çакă — пирĕн тимсĕрлĕхĕн, тирпейсĕрлĕхĕн хакĕ. Вут-кăвар пысăк инкек патне илсе çитерме пултарнине, пушара куççульпе сÿнтерме çуккине кашнин ăнланмалла.
Пушарсен сăлтавĕсене тишкернĕ май çакна палăртмалла: республикăра 2012 çулта вут-çулăмпа асăрханманнипе 285 пушар пулнă. Юсавсăр е хăйсем ăсталанă электрохатĕртен тухнă тата вĕсемпе усă курнă чухне хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманнипе 298 пушарпа сотрудниксем кĕрешнĕ, ача-пăча шăрпăкпа вылянипе 33 çĕрте вут-çулăм алхаснă.
Пушартан хăрушăраххи нимĕн те çук. Пĕчĕк хĕлхемех пысăк инкек кăларать. Çавăнпа та асра тытăр: хамăр тимлĕ пулсан, ача-пăчана асăрхаса тăрсан «хĕрлĕ автан» тăтăш «авăтмĕ».
Хĕл кунĕсенче çĕмрĕк электрохатĕрсемпе, юсавсăр кăмакасемпе усă курас марччĕ, тимлĕхе ÿстересчĕ.
Источник: "Каçал Ен"