12 января 2013 г.
2012—2013 вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕ тĕлне Чăваш Республикинче 24 аслă тата 34 вăтам професси пĕлĕвĕ паракан учреждени шутланнă: аслă вĕренÿ заведенийĕсенчен улттăшĕ, вăтам учрежденисенчен виççĕшĕ — патшалăх шутĕнче мар. Аслă вĕренÿ учрежденийĕсенчен пиллĕкĕшĕ, вăтам професси пĕлĕвĕ параканнисенчен 27-шĕ хăй тĕллĕн ĕçлет.
2012—2013 вĕренÿ çулĕнче аслă пĕлÿ илекен студентсен хисепĕ 55 пинпе танлашать. Вăтам пĕлÿ илекенсен йышĕ — 19 пин. Юлашки виçĕ çул хушшинче студентсен шучĕ чакни палăрать: аслă вĕренÿ заведенийĕсенче — 25 процент, вăтам пĕлÿ паракан учрежденисенче — 11 процент. Аслă пĕлÿ илекен студентсен 70 проценчĕ тÿлевлĕ майпа вĕренет. Вăтам пĕлÿ паракан учрежденисенче ÿкерчĕк урăхларах: вĕренекенсенчен 31 проценчĕ кăна укçалла пĕлÿ илет. 2011—2012 вĕренÿ çулĕпе танлаштарсан (ун чухне аслă вĕренÿ заведенийĕнче пĕр вырăншăн 2,6 çын тупăшнă) 2012 çулта студент пулма пĕр вырăн пуçне 2,9 вĕренме кĕрекен тухнă. Вăтам пĕлÿ паракан учрежденисенче, иртнĕ вĕренÿ çулĕпе танлаштарсан, улшăнусем пулман: экзамен тытакан пĕр çын пуçне 1,7 вĕренме кĕрекен тивнĕ.
Источник: "Каçал Ен"