АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » УЭК илмесен те пулăшусемпе усă курма май пур

12 января 2013 г.

Универсаллă электрон карттине хута ярассипе Чăваш Ен чи лайăх ĕçлекен регионсенчен пĕри шутланать. Республика çак карттăсемпе ĕçлеме пуçлама хатĕррине 93,33 процентпа хаклаççĕ. Чăваш Енре УЭКа хута яма нормативлă база хатĕрленĕ, карттăсене туса кăларма, валеçме уполномоченнăй организацисене палăртнă, даннăйсене хÿтĕлемелли тытăм туса хунă, çыхăну каналне йĕркеленĕ.

Аса илтеретпĕр: УЭКа ирĕксĕрлесе пурне те памаççĕ. Универсаллă электрон карттине илессине хирĕçлени патшалăх, муниципаллă тата ытти пулăшусемпе усă курмалли ирĕке пĕтермест. Пулăшусемпе йăлана кĕнĕ мелпе — паспорт тата ытти кирлĕ документсем урлă — усă курма пулĕ. Çакна 2010 çулхи июлĕн 27-мĕшĕнче йышăннă 210-ФЗ №-лĕ «Патшалăх тата муниципаллă пулăшусене парассине йĕркелесси çинчен» федераллă саккунăн 5, 6 статйисенче çырса панă.

Çак саккунăн 22 статйипе килĕшÿллĕн, картта çинче унăн хуçин хушамачĕ, ячĕ, ашшĕ ячĕ, сăн ÿкерчĕкĕ, карттăн номерĕ тата унпа хăçанччен усă курма пулни, уполномоченнăй организацин контакт информацийĕ тата страховани номерĕ пулмалла.

2013 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен УЭКсене заявленисем тăрăх кăна параççĕ. Ăна илес мар текенсем хăйсем хирĕç пулни çинчен заявлени çырма пултараççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика