12 января 2013 г.
2013 çулта Чăваш Республикинче 69 тĕрлĕ патшалăх тата муниципаллă пулăшусене электронлă майпа парĕç. Хальлĕхе электронлă майпа вĕсенчен 19-шĕпе усă курма пулать. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенчен Шупашкар хула администрацийĕ, ЧР исполнительлĕ влаç органĕсенчен Вĕренÿ, Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану, Культура, Юстици министерствисем тата Ĕçпе тивĕçтерекен служба электронлă пулăшу сĕнеççĕ.
РФ патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлĕхлĕ порталĕнче хальлĕхе пирĕн республикăран 11 пине яхăн çын регистрациленнĕ. Федераллă патшалăх пулăшăвĕсемпе вĕсем 26 пин хут, регионаллă пулăшусемпе 1077 хутчен усă курнă. Чылай чухне вĕсем çапла майпа паспорт е ют çĕр-шыв паспорчĕ, водитель удостоверенийĕ илеççĕ, хăйсем пурăнакан çĕрте регистрациленеççĕ, Пенси фондĕнчи информаципе паллашаççĕ, штрафсене, налук парăмĕсене тĕрĕслеççĕ, автомашинисене регистрацилеççĕ.
Чăваш Республикин Патшалăх тата муниципаллă пулăшăвĕсен порталĕнче (www.gosuslugi.cap.ru) 490 тĕрлĕ пулăшу вырнаçтарнă. Унта патшалăх влаç органĕсем, патшалăх учрежденийĕсем, ведомствăсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем паракан пулăшусем çинчен информаци пур.
Источник: "Каçал Ен"