12 января 2013 г.
Январĕн 10-мĕшĕнче Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсем 2012 çулта тунă ĕçсене пĕтĕмлетрĕç. Пĕтĕмлетĕве ирттерме Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин уголовлă шырав уйрăмĕн начальникĕ Владимир Мокеев полици полковникĕ килсе çитрĕ.
Унта Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев, Комсомольски тата Елчĕк районĕсен прокурорĕсем Владимир Николаевпа Василий Николаев, районти шалти ĕçсен пайĕн ветеранĕсен совечĕн председателĕ Петр Лапшин тата ыттисем те хутшăнчĕç.
Чи малтанах пухăннисем умĕнче Раççейри муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» пай начальникĕ Геннадий Кокшин полици подполковникĕ доклад турĕ.
«Икĕ районта иртнĕ çул 279 преступлени регистрациленĕ, ку кăтарту 2011 çулхипе танлаштарсан 1,4 процент (4) сахалрах. Преступленисенчен 167-шне пирĕн районта тунă (2011 çулта — 172). Вĕсен шучĕ чакнин тĕп сăлтавĕ — пакунлă çынсем профилактикăлла мероприятисене тивĕçлĕ шайра ирттернинче. Экономика сферинче тунă преступленисене уçса парассине вăйлатмалла, мĕншĕн тесен пĕлтĕрхипе танлаштарсан вĕсен шучĕ 36-ран 27-е çитнĕ. 2012 çулта çакăн пек преступленисене уçса парса 22-шне суда янă, 2011 çулта ку кăтарту 27-пе танлашнă», — терĕ Геннадий Николаевич хăйĕн докладĕнче. Вăл ытти кăтартусем çинче те тĕплĕн чарăнса тăчĕ.
Çулсем çинчи хăрушсăрлăх пирки те манса каймарĕ пай начальникĕ. «Çынсем вилессине, суранланассине май пур таран чакармалла. Çул-йĕр правилисене сĕмсĕррĕн пăсакан водительсене нимле каçару пулмалла мар», — çирĕп асăрхаттарчĕ вăл.
Çавăн пекех икĕ районăн полици начальникĕсем Алексей Ефремовпа Алексей Петров, муниципаллă пай начальникĕн çумĕсем Михаил Фроловпа Сергей Кокорев, ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ Николай Райков тата ыттисем те тухса сăмах каларĕç.
«Паянхи кун икĕ районта 95 сотрудник тимлет. Эпир хамăр ĕçре тăтăшах ĕçтешсен çемйисене çитсе курма, калаçусем ирттерме тăрăшатпăр. Шел пулин те, коллективра 2012 çулта хăйĕн çине алă хунă пĕр тĕслĕх пулчĕ»,— терĕ докладне пĕтĕмлетсе Михаил Фролов.
Икĕ район территорийĕнче наркотикпе, хĕç-пăшалпа çыхăннă преступленисене тупса палăртасси çинче Владимир Димитриевич чарăнса тăчĕ.
Иртнĕ çул полици сотрудникĕсем тĕллевлĕ тата комплекслă профилактикăлла 42 мероприяти ирттернĕ. Çав шутра — «Шырав», «Полици тата ачасем», «Условник», «Ÿсĕр водитель», «Мăкăнь—2012» тата ытти операцисем.
Комсомольски районĕн территорийĕнче пурăнакан 297 çынна профилактикăлла учета илнĕ. Вĕсенчен 38-шĕ — ĕçкĕç, психика енчен чирлисем — 23-ĕн. Çавăн пекех унччен судпа айăпланнисемпе те пакунлă çынсем тĕрлĕ мероприятисем пурнăçлаççĕ.
Тĕп хуламăртан килнĕ хăна полици ĕçченĕсем умĕнчи малашнехи тĕллевсене палăртрĕ, экстремизмпа терроризм ыйтăвĕсем районсенче кăтартуллă мар пулин те ăна куçран вĕçертмелле маррине палăртрĕ.
Источник: "Каçал Ен"