АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ тимлĕх ыйтать

12 января 2013 г.

Сĕт-çу фермисенче хĕлĕн-çăвĕн ĕç пур. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ĕçченĕсем январĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи лару-тăрупа, ĕç-хĕлпе паллашас тата кирлĕ пулсан пулăшу парас тĕллевпе фермăсене рейдсем йĕркелерĕç. Илдус Миннетуллин начальник, тĕп агроном Шамиль Зейнутдинов тата тĕп зоотехник Киям Гимальдинов «Урожай» колхозра, «Родина» тата Хайртдиновăн фермер хуçалăхĕсенче, «Слава» кооперативра пулчĕç. Тĕпрен илсен, унти ĕç-хĕл аван пынине палăртрĕç вĕсем. Выльăх-чĕрлĕх валли апат çителĕклĕ, сăвăм аван, массăллă чирсем çук. Паллах, хăш-пĕр çĕрте витесем кивелнĕ, çăва тухсан вĕсене юсасси çинчен шутлаççĕ.

Ял хуçалăхĕнчи темиçе кăтартупа кĕскен паллаштарас килет. Хуçалăхсенче кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне пурĕ 7164 пуç ĕне выльăх пулнă, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 104 процент. Çав шутран сăвакан ĕнесем — 2362 пуç (2012 çулта — 2336). Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче пурĕ 11139 тонна сĕт суса илнĕ.

Сыснасен шучĕ 3213 пуç юлнă, иртнĕ çулхинчен 728 пуç сахалрах тытаççĕ. Çак выльăха «Урожай» колхозпа (1351) «Восток» кооперативра (758) ытларах усраççĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика