31 декабря 2013 г.
РФ Миграци служби ытти ĕç тăвакан влаç органĕсемпе пĕрле миграци контрольне ÿстерес енĕпе çирĕп ĕçлет, унпа пĕрлех 2015 çул тĕлне СНГ шутне кĕнĕ хăш-пĕр çĕр-шывсене кайса çÿреме ют çĕр-шыв паспорчĕпе усă курмалли йĕркелÿпе право комплексне туса çитерес енĕпе те тимлет.
Халиччен Абхазие, Белоруссие, Казахстана, Кăркăсстана, Таджикистана, Украинăна, Кăнтăр Осетие ахаль паспортсемпех тухса çÿреме май килнĕ.
Миграци служби вара малашне СНГна кĕмен Кăркăсстана, Таджикистана, Украинăна кайма хатĕрленекен граждансене ют çĕр-шыв паспорчĕсем хатĕрлеме сĕнет.
А.ГАЛКИНА.
Источник: "Каçал Ен"