31 декабря 2013 г.
«Восток-5», «Восток-6» космос карапĕсем пуçласа уçлăха вĕçнĕренпе 50 çул, СССР космонавт-летчикĕ Ю.А.Гагарин çуралнăранпа 80 çул çитнине паллă туса нумаях пулмасть районта «Космос» конкурс иртрĕ. Унта районти шкулсенче 5—11-мĕш классенче пĕлÿ пухакансем хутшăнчĕç. Конкурса ачасен тавра курăмне анлăлатас, пĕлĕвĕсене ÿстерес тĕлĕшпе йĕркеленĕ. Вĕренекенсен пултарулăхне тĕрлĕ номинацисенче хакларĕç. Ачасем вĕренÿре чăннипех те маттур пулнине конкурса тăратнă ĕçсем çирĕплетрĕç. Вĕсем тĕрлĕ ÿкерчĕксем, презентаци, проект ĕçĕсем хатĕрленĕ, рефератсем çырнă. Кунта, паллах, вĕрентекенсен тÿпи те пысăк.
Ÿкерчĕксен конкурсĕнче 9—11-мĕш классенчен Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче пĕлÿ пухакан Анастасия Давыдовăна çитекенни пулмарĕ. Вăл — пĕрремĕш. Ирина Петровăпа Тамара Борисова (Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕ) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. 5—8-мĕш классем хушшинче Хирти Явăш тĕп шкулĕнче пĕлÿ пухакан Петр Орлов — пĕрремĕш, Эльза Кузнецова — иккĕмĕш, Ирина Шишкова (Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕ) виççĕмĕш пулчĕç.
Рефератсен конкурсĕнче Ирина Тимофееван (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ) ĕçĕ чи лайăххи тесе палăртрĕç. Вăл уçлăха парăнтарнă хĕрарăмсемпе тĕплĕн паллаштарнă. Снежана Морозова (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ) Çĕр планета темине уççăн çутатнă. Вăл — иккĕмĕш. Диана Ятмановăна (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ) Çĕрпе тÿпе теми çывăх. Унăн ĕçне виççĕмĕш вырăнпа хакларĕç.
Презентаци хатĕрлес енĕпе тĕрлĕ ÿсĕмсенче Карина Петровăна, Валерия Кирилловăна (Нĕркеç вăтам шкулĕ) çитекенни пулмарĕ. Вĕсен ĕçĕсем чи лайăххисем. Эльмира Айнетдинова (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ), Ирина Иванова (Хырхĕрри тĕп шкулĕ) — иккĕмĕш вырăнта. Людмила Миронова (Хирти Явăш тĕп шкулĕ), Михаил Тихонов (Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕ) — виççĕмĕшсем.
Алексей Корниловпа Никита Белков Хырхĕрри тĕп шкулĕн 7-мĕш класĕнче çеç вĕренеççĕ пулин те, проект хатĕрлес ĕçре чи маттуррисем пулчĕç.
Ачасене тарăн пĕлÿ парас енĕпе тăрăшнă педагогсене те асăнса хăварас килет: Н.Г.Совина, И.П.Борисова, В.Н.Петров, Г.Н.Петров, В.В.Петрова, И.П.Кириллова, Т.В.Тихонова, Г.Г.Асейнова, А.Ф.Смирнова.
В.ПЕТРОВ.
Источник: "Каçал Ен"