АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Конкурс çĕнтерÿçи – Арина

31 декабря 2013 г.

Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕн 6-мĕш класĕнче пĕлÿ пухакан Арина Васильева — «Каçал ен» хаçатра ирттернĕ «Ешĕл чăрăш, пурăн ĕмĕр!» конкурс çĕнтерÿçи.

Маттурскере çĕнтерÿпе саламлас тесе Çĕнĕ çул уявĕ умĕн Хирти Мăнтăр вăтам шкулне çитсе килтĕмĕр.

— Арина питĕ пултаруллă хĕр ача. Вĕренÿре «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Конкурссене, олимпиадăсене, викторинăсене хастар хутшăнать. Район шайĕнче çеç мар, республикăри конкурссенче те палăрма ĕлкĕрнĕ вăл, — паллаштарчĕ унăн пирвайхи çитĕнĕвĕсемпе Нина Алексеевна Смирнова учительница.

Арина хăйне чыслассине кĕтмен пулас, кăштах вăтанчăклăн калаçрĕ. «Конкурса мана Нина Алексеевна хутшăнма сĕнчĕ. Пĕр-пĕр илемлĕ юмах шăрçалама шухăшсем те пачĕ. Пĕр тĕп шухăшне суйласа илсе юмах юптартăм. Паллах, икĕ- виçĕ тетрадь листи хуратмасăр пулмарĕ. Юмаха чи малтанах çывăх çыннăмсем хакларĕç. Хаçатра пичетленсе тухнине асанне савăнса пĕлтерчĕ, — тет Арина.

— Арина çĕнтерĕвĕшĕн чунтан хĕпĕртерĕм. Юмахĕ çав тери илемлĕ шăрçаланнă. Шăпах çамрăк ăрăва ырра вĕрентмеллине, çут çанталăк тусĕ пулмаллине, ăна упрамаллине, симĕс чăрăшпа вăрмантах савăнма май пуррине çутатса панă. Малашне симĕс чăрăшсене касакансем сахалрах пулччăр, — терĕ Ульха аппа, савăнăçне пытармасăр.

Асламăшĕ, Ольга Алексеевна, мăнукĕсен çитĕнĕвĕсемшĕн чунтан савăнать. Кулленхи пурнăçра пулăшса пыма тăрăшать: урок тумалла-и, ĕçлемелли-и, сĕнÿ-канаш кирлĕ-и, хайлав çырмалла-и — ватă çын яланах вĕсен çумĕнче.

Маттур хĕре вара малашне те ăнăçу сунатпăр, пирĕнпе яланах çыхăну тытасса шанатпăр. Çĕнĕрен те çĕнĕ калавсем, юмахсем кĕтетпĕр.

А.ЕФРЕМОВА. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика