31 декабря 2013 г.
Мускав хулинче тăван тавралăха хÿтĕлекенсен съездĕнче бизнес яваплăхĕпе экологийĕ тата эффективлă никĕсĕпе РФ регионĕсен 2012 çулхи рейтингне палăртнă. Ăна экологипе энергетика рейтингĕн ЭРА-Интерфакс агентстви хатĕрленĕ. Çак рейтингра Чăваш Ен пĕрремĕш вырăн йышăннă.
Асăннă рейтинга Раççейри пур регионсенчи 4 пине яхăн предприятин экологипе-энергетика эффективлăхне шута илсе, РФ 83 субъекчĕ валли те палăртнă. Федерацин кашни субъектĕнче тăватă методологи никĕсĕн эффективлă критерийĕсен вăтам виçе кăтартăвĕсене шута илнĕ: эко-энерги эффективлăхĕ, технологи эффективлăхĕн аталанăвне, унпа пĕрлех регионсенчи компанисен экологи отчечĕсен тасалăхне.
Пĕтĕмлетĕве кашни предприятин производство ĕçĕн калăпăшне, ĕçлекенсен йышне, энерги тăкакне, тупăшне шута илсе хатĕрленĕ.
Эффективлăхпа палăракан, пысăк утăмсемпе малалла аталанакан бизнеслă регионсем рейтингра малти вырăнсене йышăннă.
ЧР Пуçлăхĕн администрацийĕн пресс-служби.
Источник: "Каçал Ен"