31 декабря 2013 г.
Раштав уйăхĕн 27-мĕшĕнче Олимп çулăмĕ Шупашкара çитнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ун эстафетине Анне палăкĕ патĕнче кĕтсе илнĕ, спортсменсемпе пĕрле чупса тухнă. Олимп вăййисен тĕп символĕ кăнтăрла 12 сехетре чукун çул вокзалĕнче старт илнĕ. Унтан хулан тĕп урамĕсемпе çула тухнă: Ленин проспекчĕ, Андриян Николаев, Калинин, Текстильщиксен, Зоя Яковлева, Иван Франко урамĕсем, Юхан шывçăсен тÿремĕ, Константин Иванов урамĕ, Мускав, Максим Горький проспекчĕсем, Университет, Павлов мичман, Гузовский, Чул хула урамĕсем, Президент тата Электроаппаратчиксен бульварĕсем, Карл Маркс, Гагарин, Чапаев урамĕсем. Çавăн пекех хулари паллă вырăнсенче те пулнă: Çĕнтерÿ паркĕ, юхан шыв порчĕ, Анне палăкĕ, кÿлмек хĕрри. Эстафета виçĕ тапхăрпа иртнĕ. Пĕрремĕшĕ — чукун çул вокзалĕнчен пуçласа Чăваш патшалăх университечĕн çурçĕр-хĕвел анăç районĕнче вырнаçнă корпусĕ патне çитиччен. Иккĕмĕшĕ — тĕп тапхăрсенчен пĕри — Хĕрлĕ лапам. Çулăма пĕрремĕш йăтма Олимп чемпионкине Елена Николаевăна шаннă. Чăваш патшалăх драма театрĕ умĕнче чаплă концерт иртнĕ. Пухăннисене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ăшшăн саламланă. «Олимпийский» стадионра пысăк та савăнăçлă уяв иртнĕ. Стадионта çулăма Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа Олимп чемпионĕ, СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ Владимир Воронков чĕртнĕ. Уяв юрă-ташăпа тата салютпа вĕçленнĕ. Олимп çулăмĕн эстафети ĕнер Хусанта пулнă.
Источник: "Каçал Ен"