АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Çĕнĕ çула – парăмсемсĕр!»

28 декабря 2013 г.

«Çĕнĕ çула мĕнле кĕтсе илетĕн — çавăн пек ирттерсе яратăн», — теççĕ халăхра. Çавăнпа та парăмçăсенчен 2014 çул çитиччен укçа-тенкĕ шыраса илес тесе районти суд приставĕсен уйрăмĕнче тăрăшакансем çак кунсенче ытти вăхăтринчен те ытларах ĕçлеççĕ. Акă, район территорийĕнче вĕсем «Çĕнĕ çула — парăмсемсĕр!» акци ирттереççĕ. Çак тапхăрта парăмçăсем патĕнче пулса арестсем çинчен актсем, протоколсем çырĕç.

Районти суд приставĕсен уйрăмĕнче Азат Гимальдинов иккĕмĕш çул тăрăшать. Шанса панă ĕçе тивĕçлĕ пурнăçлать. Вăл 2004 çулта Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулне пĕтерсен Чăваш патшалăх университечĕн юридици факультетне вĕренме кĕнĕ. Аллине диплом илсен Канаш район судĕнче судьян пулăшаканĕнче тимленĕ.

«Хальхи ĕçе кăмăллатăп. Вăхăт çитменнипе кăна йывăрлăхсем сиксе тухаççĕ. Суд приставĕнче ĕçлекенĕн яланах вăхăтра саккунсен улшăнăвĕсемпе, тĕрлĕ инструкцисемпе тата приказсемпе паллашмалла. Тавра курăма тăтăшах анлăлатсан кăна парăмçăсенчен тавçăруллăрах пулма пулать. Вĕсем вара укçа-тенкĕ тÿлес мар тесе темле май та тупаççĕ: хушамачĕсене улăштараççĕ, регистрациленнĕ вырăнта пурăнмаççĕ, алимент сумми сахалтарах пултăр тесе çĕнĕ çемьере те уйрăлу туса хальхи ачисене пăхмалли сăлтавпа документсем тăратаççĕ тата ытти те»,— терĕ Азат Кияметдинович.

Районти суд приставĕсен уйрăмĕнче декабрĕн 15-мĕшĕ тĕлне 45 млн тенкĕлĕх 3500 исполнительлĕ производство пулнă. Вĕсенчен ытларахăшĕ — пĕр пине яхăн — ГИБДД штрафĕсем (пурĕ 440 пин тенкĕлĕх). Кăçал 11 уйăхра суд приставĕсем граждансемпе организацисен пурлăхне 5,5 млн тенкĕлĕх арест хунă. Ют çĕр-шыва тухса каймалла мар туса граждансем çине 35 йышăну кăларнă. Парăмсене вăхăтра тÿлеменшĕн 770 пин тенкĕ исполнительлĕ тÿлевсем пухнă. Акă, кăçал кăна 90 парăмçăна административлă майпа явап тыттарнă.

А.Гимальдинов хăш-пĕр цифрăсемпе паллаштарчĕ. Кăçал вăл 3022 исполнительлĕ производство пуçарнă, вĕсенчен 2823-шне шыраса илнипе (14 млн та 25 пин тенкĕлĕх) пĕтернĕ. Суд приставĕ парăмçăсем çине административлă 37 протокол çырса явап тыттарнă, 28-шне — РФ Административлă кодексĕн 20.25 статйипе (парăма вăхăтра тÿлесе татманшăн).

Граждансен право пĕле тăркачлăхĕ çине те шанаççĕ суд приставĕнче тăрăшакансем. «Вĕсем валли ятарласа ĕç графикне тăсрăмăр: малашне кашни кунах 19 сехетчен парăмçăсене кĕтетпĕр. Шăмат кун та 9 сехетрен пуçласа 14 сехетчен пырса тÿлессе шанатпăр», — терĕ районти уйрăмăн начальникĕ В.Иванов.

Çĕнĕ çула парăмсемсĕр кĕресчĕ. Сирĕн парăм пуррипе çукки çинчен 5-14-38 тата 5-15-68 телефонсемпе шăнкăравласа ыйтса пĕлме пултаратăр. Унсăр пуçне суд приставĕсен уйрăмне те çак адреспа çитсе курма васкăр: Комсомольски ялĕ, Ленин урамĕ, 2 çурт.

М.ИЛЛАРИОНОВА. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика